Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 119 çул çитрĕ

18.11.2018 08:10 | просмотров: 1427
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 119 çул çитрĕ

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 119 çул çитрĕ. Çак ятпа Шупашкарти Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ. Культура ĕçченĕсем, çыравçăсем, общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, студентсемпе вĕренекенсем кăвар чĕреллĕ поэта асăнчĕç, унăн вилĕмсĕр сăввисене вуларĕç.
Тухса калаçакансем хушшинче Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Анатолий Ухтияров вице-президент, конгресс хастарĕсем Михаил Краснов, Раиса Сарпи поэт та пулчĕç. 
Митинг хыççăн Çеçпĕл Мишши палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

ЧНК пресс-служби.
(Зоя Яковлева фоторепортажĕ)

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧНК: Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 119 çул çитрĕ

Хушса калани: Çак митингра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ĕçтешĕсем те хутшăнчĕç. Ирина Кириллова ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ тата Елена Ермилова ăслăлăх ĕçтешĕ палăк умне чечексем хучĕç.