Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртрĕ

18.11.2018 22:51 | просмотров: 472
Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртрĕ

Чăваш чĕлхине, литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстерес, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе 2018 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ   чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттерчĕç. Олимпиадăна Чăваш Республикин тата тулайăн вĕренÿ организацийĕсенче  5-7 классенче вĕренекен 921 ача хутшăнчĕ (вĕсенчен 61-шĕ республика тулашĕнчен – Пушкăрт тата Тутар республикисенчен тата Ульяновск облаçĕнчен).

Олимпиада икĕ номинаципе иртрĕ:

- чăваш шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн) – пурĕ 440 ача хутшăнчĕ;

- вырăс шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн) – олимпиада ĕçĕсене пурĕ 481 вĕренекен турĕ.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадин ыйтăвĕсене ачасен çурри (50%) ытла пайĕ аван пурнăçларĕ. Çĕнтерÿçĕсене жюри çывăх вăхăтрах палăртĕ, вĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви диплом парса хавхалантарĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртрĕ