Чăваш Ен Правительствин ларăвне «Анне» хисеп паллин эскизне тăратнă

29.11.2018 10:27 | просмотров: 1414
Чăваш Ен Правительствин ларăвне «Анне» хисеп паллин эскизне тăратнă

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин патшалăх наградисем пирки калакан саккуна кĕртекен ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен ертӳҫĕсем тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Енри амăшĕсене мухтаса «Анне» ятлă патшалăх наградине йышăнса хăварасси пирки пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев «Амăшĕн мухтавĕ» хисеплĕ ята йышăнас ыйтăва Республика Пуҫлăхĕн Указне тĕпе хурса пурнăҫланине, хисеплĕ паллăн эскизне хатĕрлеме ятарласа конкурс ирттернине каланă. Конкурс комиссийĕн членĕсем мĕнпур тăратнă ĕҫсенчен чи ăнăҫлă эскиз суйласа илнине пĕлтернĕ.

Награда ячĕ «Анне» вырăсла вара «Мать» тесе куҫарнă. Ҫав тери хитре, мăнаҫлă хисеп палли, ытти регионсемпе танлаштарсан тӳрех палăрать, илемлĕ.

Эскиза калăплаканĕ Чăваш Енри художниксен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн пайташĕ Игорь Андреев. Сăнарăн шухăшне палăртаканĕ Владимир Ткаченко  РАНХиГС  Шупашкарти филиалĕн управленийĕн  кафедра доценчĕ. Килĕшнĕ эскиза РФ Президенчĕ ҫумĕнчи  Геральдика канашĕпе пĕрле пăхса тухнă. Проект ҫав тери паха, нимĕнле чăрмавсем те пулман, пурте кăмăллă тесе, эскиза ҫирĕплетсе хăварма сĕннĕ Юрий Васильев.

Саккун проекчĕ хисеплĕ ята илме регионта 10 ҫулран кая мар ĕҫлесе пурăннă амăшĕсене, енчен те вĕсем 5 е ытларах ачасене усрава тата хăйсем ҫуратса ҫитĕнтерсе тĕрĕс ҫул ҫине тăратнă пулсан, тивĕҫлĕ пуласси паллă.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче пурĕ нумай ачаллă 700 яхăн ҫемье пурăнать.  Патшалӑх политики амӑшлӑхпа ачалӑх институтне пулӑшса пыма тӗллев лартнă. Хӗрарӑмсем валли мӗнпур ӗҫ-хӗл сферинчех хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса памалли майсем туса параҫҫĕ, ачасен хальхи телейлӗ пурнӑҫне тата ырӑ малашлӑхне тивӗҫтерес тесе тӑрӑшаҫҫĕ. Социаллӑ пулӑшӑвӑн тӗрлӗ тӗсӗпе тивӗҫтересси йӗркеллӗн пурнӑҫланать. Республика бюджетĕнче 2018 ҫулта  амӑшлӑхпа ачалӑх институтне пулӑшса пыма 8,6 млрд пăхса хăварнă, кăтарту 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 7 процент пысăк пулни курăнать. Регионта демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫса пыни, социаллă пурнăҫ лайăх пулнине ҫирĕплетет. Юлашки 5 ҫул хушшинче уйрăмах нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ ӳсрĕ, ку паллах, пурне те хавхалантарать.

«Эпир хамăр яваплăха туйса ҫак ĕҫ хутне йышăнса хăваратпăр. Амăшĕсем, нумай ачаллисем ыттисемшĕн ялан ырă тĕслĕх вырăнĕнче», - тесе сăмаха палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, автора, эскизăн тĕп шухăшне палăртакана мухтаса тав тунă, малашне те вĕсене пултарулăх ĕҫĕнче ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Министрсен Кабинечĕ: Чăваш Ен Правительствин ларăвне «Анне» хисеп паллин эскизне тăратнă