Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Кузьминăн «Тымар» романĕ пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă

30.11.2018 09:30 | просмотров: 1397
Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Кузьминăн «Тымар» романĕ пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă

Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Кузьминăн «Тымар» романĕ пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова пĕлтернĕ тăрăх, роман виçĕ пайран тăрать. Çĕнĕ кăларăмра чăваш ялĕ, унта пурăнакансен кун-çулĕ тĕп вырăн йышăнать. Çĕршыври улшăнусем вăхăтĕнче ялти яш-кĕрĕм хуланалла талпăнать. Хайлаври тĕп сăнарсем – Салакайăксен йăхĕнчи çынсем. Кĕнекери тĕп темăсенчен пĕри - таса юрату.

Кĕнеке редакторĕсем – Е.Ю. Ивановăпа В.Н. Алексеев. Ÿнерçи – С.В. Гончаров.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Кузьминăн «Тымар» романĕ пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă