Стерлитамакра ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ

11.12.2018 09:15 | просмотров: 1847
Стерлитамакра ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ

2018 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн Стерлитамак филилалĕнче «ХХІ ĕмĕрти тĕрĕк филологийĕ: татса паман ыйтусем тата пуласлăх» темăпа ытти çĕр-шыв ученăйĕсем хутшăннипе Пĕтĕм Раççейĕн ăслăлăхпа практика ІІІ конференцийĕ иртрĕ. Конференцие БГУ Стерлитамак филиалĕн тутарпа чăваш уйрăмне уçнăранпа 25 çул çитнине халалланăччĕ.

Ăслăлăх форумне пирĕн институтран Ю.М. Виноградовпа А.С. Егорова доцентсем хутшăнчĕç, докладсем турĕç. А.С. Егоровăн «ФГОСа Чăваш Республикин вĕренӳ организацийĕсенче пурнăçа кĕртни» темине тĕп ларура итлерĕç, ыттисене – секци ларăвĕсенче.

Юбилейра чăваш уйрăмĕн çитĕнĕвĕсене палăртрĕç, преподавательсене чысларĕç. Пирĕн институтăн тата Вĕрĕнӳпе çамрăксен политики министерствин тав çырăвĕпе грамотисене тутарпа чăваш филологийĕ кафедрин доценчĕсем Лира Аркадьевна Афанасьева, Лариса Валерьевна Коротаева тата Наталья Степановна Карпова доцентсем тивĕçрĕç. Чыслав хучĕсене тата тутарпа чăваш филологийĕ кафедрин пуçлăхĕ Илсур Салихьянович Мансуров, пушкартпа тутар филологийĕ факультечĕн деканĕ Райса Хакимовна Илишева та илчĕç.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Вĕренÿ институчĕ: Новости » Стерлитамакра ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ