«Чӑваш халӑх сайчӗ» портал Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ карттине ҫӗнетсе пичетленĕ

11.12.2018 09:31 | просмотров: 1502
«Чӑваш халӑх сайчӗ» портал Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ карттине ҫӗнетсе пичетленĕ

«Чӑваш халӑх сайчӗ» портал Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ карттине ҫӗнетсе пичетленĕ. Кун пирки сайтăн хуçи тата администраторĕ Аçтахар Плотников пĕлтернĕ. 

Хальхинче малтанхи кăларăмра тупса палӑртнӑ кӑлтӑксенчен хӑтӑлнӑ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсемпе пуянланнӑ. Унсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен центрӗсене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ялăн историллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Сӑмахран, Красноармейски малтан Трак ятлӑ пулнă, Первомайски — Аслӑ Арапуҫ тата ыт. те.

Чӑваш Республикин чӑвашла карттин хаклавĕ кӗҫнерникун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче 17:00 сехетре пуçланĕ.

Вера ТИТОВА.

Хыпара çакăнтан илнĕ: "Хыпар" хаçат: Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ карттине хаклĕç

Карта хăтлавĕ пирки тĕплĕнрех çакăнта вуласа пĕлме пулать: Чӑвашлӑх: Чӑвашла картта ҫӗнӗлле кун ҫути курчӗ — хӑтлав кӗҫнерникун