Культура: Чӑваш кӗнекине юратакансен конкурсӗ иртет

12.12.2018 10:27 | просмотров: 1358
Культура: Чӑваш кӗнекине юратакансен конкурсӗ иртет

Чӑваш Енре регионсем хушшинчи «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем) VIII конкурса заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ килес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Чӑваш литературипе кӗнекине хаклакансен конкурсне ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнчен те хутшӑнма ирӗк пур.

Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекин чи лайӑх хаклавӗ» (унта хутшӑнакансен ӗҫӗ 1-2 страницӑна вырнаҫмалла. Ӑна вырӑсла е чӑвашла ҫырма юрать); «Юратнӑ кӗнекери сӑнарсем» темӑпа чи хитре ӳкерчӗк» (ӳкерчӗк сюжетлӑ пулмалла, ӑна кӗнекерен уҫласа илмелле мар); «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» (хайлава ачан хайӗн хатӗрлемелле. илемлетмелле, компьютер графикипе усӑ курма юрамасть. Кӗнеке калӑпӑшӗ 8 страницӑран иртмелле мар); «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп» (юратнӑ кӗнеке ҫинчен видеоролик йышӑнаҫҫӗ. Вӑл 2 минутран вӑрӑм пулмалла мар). Ӗҫсенче Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине тӗпе хумалла.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Культура: Чӑваш кӗнекине юратакансен конкурсӗ иртет

Конкурс пирки тĕплĕнрех çакăнта пĕлме пулать: Новости » Стартовал прием заявок на Межрегиональный конкурс «Чувашская книга. Юные таланты»