Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ

14.12.2018 10:30 | просмотров: 1498
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ. 

  Ларура регионти проектсен паспорчĕсене тишкернĕ, вĕсене пĕтĕмпех федераци тата наци проекчĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетенĕ указ пирки асăнса хăварнă, вăл документра ҫĕршыва кирлĕ пек аталанса пыма мĕнпур сферăсенче тухăҫлă ĕҫлесе ҫитĕнӳсем патне ăнтăлмаллине каланă.

2024-мĕш ҫулсем валли палăртнă наци тĕллевĕсем пĕтĕмпех социаллă пурнăҫпа, экономика аталанăвĕпе ҫыхăннине асăннă. «Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕллевсем палăртнă, наци проекчĕн 12 ҫул-йĕрĕпе кăтартусене ӳстерессишĕн тăрăшмалла. Кун пирки ҫу уйăхĕнче кăларнă указра лайăх палăртса хăварнă», – тенĕ Михаил Игнатьев.  Вĕсем пĕтĕмпех граждансен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассипе ҫыхăннă: чухăн пурăнакансен шутне чакарасси, сывлăх сыхлавне вăйлатасси, вĕренӳ, спорт тытăмне хăватлантарасси, инфратытăма «ҫирĕп ура» ҫине тăма пулăшасси. Наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртме пурĕ федерацин 66 проекчĕпе ĕҫлеме тивет, вĕсене пурнăҫа кĕртме 28 триллиона яхăн пăхса хăварнă. Хăшĕ-пĕрисене пурнăҫа кĕртме ҫĕршыв Правительстви шайĕнче ыйтусене татса та панă тесе хыпарланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем регион шайĕнче  республикăн 49 проекчĕпе ĕҫлеме план тунă.  Регионти проектсемпе ĕҫлеме укҫана Чăваш Республикин патшалăхăн 15 программине тĕпе хурса куҫарса пырĕҫ. Хăшĕ-пĕрисем ҫитес ҫултан пуҫласа 2024-мĕш ҫулччен, ыттисем вара 2035-мĕш ҫулчченех тăсăлса пырасси паллă. Палăртатпăр, виҫĕ ҫул хушшинче пурĕ 120,9 млрд тенкĕлĕх тăкакланма тĕллев лартнă. Ултă ҫул хушшинче вара мĕнпур ҫăлкуҫран 247 млрд куҫасси те куҫкĕретех пулĕ. Регион Пуҫлăхĕ федераци министерствисенче вăй хуракансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă.

«Ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене, промышленноҫ енĕпе ҫыхăннисене регион шайĕнче кăна  ыйтăва пăхса тухса пурнăҫа кĕртме хĕн.  Мĕнпур шайра ĕҫлекен влаҫри ҫынсен килĕшсе, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн тăрăшма тивет. Бизнес, влаҫ, обществăлла организацисем, политика партийĕн членĕсем пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесен кăтарту пулатех» – тесе хушса каланă вăл. Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче ларура 2018 ҫулта федераци хыснинчен РФ субъекчĕсене дотаци куҫарса пама йышăну тунине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Ĕҫ хучĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн Раҫҫейри 37 региона пурĕ 16 млрд куҫарма пăхса хăварнă. 

Чăваш Республики вăл шутран 126,9 млн тивĕҫесси паллă.   Пулăшăва республикăри вĕрентӳ тытăмне тăкакланасси планра пур, пурлăхпа техника базине ҫĕнетме, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденийĕсенче хушма классем йĕркелесси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ.  «Паха специалистсем пулччĕр тесе тăрăшатпăр. Вĕсене вĕрентме кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама майсем тăватпăр. Пысăк квалификациллĕ специалистсен паянхи пурнăҫ таппине тӳр килмелле», –уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ларура министрсем проектсен паспорчĕсемпе паллаштарнă. Вĕсем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, сывлăх сыхлавне аталантарас, ҫурт-йĕр, экологи, хăрушлăхсăр паха ҫулсем, вак, вăтам предпринимательлĕхе вăй илтерес тата ытти ыйтусем пирки тĕплĕн каласа хăварнă.  Промышленноҫ таварĕсене экспорта куҫарасси ыйту кун йĕркинчех тăрать. Ача ҫураласлăхĕн кăтартăвне ӳстерессипе палăртакан патшалăх программине 2024-мĕш ҫулччен пăхса йышăннă. Ҫемьесене тĕрев парасси, нумай ачаллисене патшалăх енчен ҫăмăллăхсемпе тивĕҫтерес ыйтусем кулленех ҫивĕч тăраҫҫĕ.

 Аслă ҫулсенчи ватăсене тимлĕх уйăрасси те актуаллă шутланать.  Вĕсене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентесси, сывлăха упрама майсем туса парасси проектра пур.   Медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстересси, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ проект паспортĕнче.  2019-мĕш ҫул тĕлне хулара нумай профиллĕ поликлиника хута ярасшăн.  Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен хуларисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла мар, пĕр тан патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курмалла. 

Шыҫă чирĕсемпе аптракансен йышĕ чактăр тесе, онкодиспансерăн пурлăхпа техника базине ҫĕнетесси те кун йĕркинче пур.  Федераци бюджетĕнчен 1,1 млрд куҫарма тĕллев лартнă. Ачасене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ыйту пирки те чарăнса тăнă, инфратытăма вăл сферăра ҫĕнетмелли ҫинчен канашланă. Сывлăх сыхлавĕнче паха специалистсем кирлĕ, вĕсене хатĕрлессине те проекта кĕртнĕ. Ялсенче специалистсем тепре чухне ҫитмеҫҫĕ, ун пек чухне вара ятарлă направленипе вĕрентсе кăларма та условисем пулмалла тенĕ регион Ертӳҫи.  Ҫурт-йĕр ыйтăвĕсемпе калаҫнă май, тĕллевлĕ программăсемпе ҫуртсем хăпартса лартакансене ҫĕр лаптăкĕсемпе тивĕҫтемелли пирки сăмахланă.  Ҫамрăк мăшăрсене ҫурт-йĕрсем туянма майсем йĕркелесе тăратмалла, ытларах ҫăмăллăхсене программăсене кĕртсе хăвармаллине асăннă ертӳҫĕсем.  Хулан хутлăхне хăтлăлатас проектăн тĕп тĕллевĕ – граждансене явĕҫтарса пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртесси. Халăх ăс-тăнĕ пуян, нумай чухне вĕсем те паха сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ.

Экологи ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫарсан, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли объектсем пирки чарăнса тăнă.  Раҫҫей шайĕнче пирĕн республика ĕҫĕ тĕслĕх пулса тăчĕ, тарифсем пĕчĕк пулни те куҫкĕретех. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕ  автомашина ҫулĕсем ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шутне чакарма витĕм кӳрĕ. 2030-мĕш ҫул тĕлне пачах та пулмалла мар ҫулсем ҫинче инкексем. Кун пирки ҫирĕплетсех калаҫҫĕ специалистсем. Апла пулсан, проект пысăк витĕм кӳрессе шанатпăр. Халăха электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерс ыйту пирки калаҫнă, цифрăллă экономика вăй илмеллине палăртнă.  Халăха ĕҫпе тивĕҫтересси, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстересси ыйтусем ҫине Правительство сахал мар тимлĕх уйăрать.  Вак тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшу парасси, предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене производствăсем уҫма условисем йĕркелесси ҫине те проектсенче сахал мар йĕркесем пур.  Укҫа-тенкĕ енчен, ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курма меллĕ. Апла пулсан, палăртса хунисем пĕтĕмпех пулнăҫа кĕрсен, пуласлăхра 51 пин ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ халăх валли йĕркеленĕ.  Пысăк технологи вăй илсен, халăхăн ĕҫ укҫин шайĕ те хăпарĕ.  АПК таварне экспорта куҫарасси ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ, вĕсемпе те сахал мар паха проектсем пăхса хăварнă. 

Экспорта пирĕн ӳстермелле тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Пуҫлăх. Министрсем тĕллевсене туллин тивĕҫтерме шантарнă, чăрмавсем пулмĕҫ тенĕ. Кашни ыйтупа пахалăх ҫине тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Ертӳҫи. Ҫынсен ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса саккунсене пăхăнса ĕҫлесси пирĕн тивĕҫ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

«Эпир пурсăмăр та пĕр ушкăнра ĕҫлетпĕр. Ҫулталăка ăнăҫлă вĕҫлесе пыратпăр.  Федераци чылай укҫан пулăшу парса пулăшрĕ.  Вĕсем пĕтĕмпех социаллă сферăна вăй илтерме тăкакланнă.  Халăхăн ҫаксене пĕтĕмпех курмалла, влаҫра ĕҫлекенсене шанмалла», – тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. 

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республики » Хыпарсем » Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ