И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорне суйланă

18.12.2018 11:06 | просмотров: 578
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорне суйланă

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнче ӗҫлекенсемпе вӗренекенсен конференцийӗ иртнӗ, унта университет ректорне суйланӑ. Ҫитес пилӗк ҫулта ку тилхепене унчченхи ректорах, Андрей Александров, тытса пырӗ.

Андрей Юрьевич ЧПУран вӗренсе тухнӑ, «Истори» тата «Юриспруденци» специальноҫсене алла илнӗ, вӑл – экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 2000-2010 ҫулсенче ЧПУн социаллӑ аталану пайӗн, социаллӑ аталану управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, 2010 ҫултанпа вӗренӳ енӗпе проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, Ăслăлăх канашӑн ăслăлăх çыруçи пулнӑ. 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна университетӑн ректорне суйланӑ. Андрей Александров – Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Вӗренӳ: ЧПУ ректорне суйланӑ