Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин коллеги ларӑвне хутшăннă

24.12.2018 12:28 | просмотров: 1425
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин коллеги ларӑвне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин коллеги ларӑвне хутшăннă. Паллă пулăма унпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов,  «Фонд новых форм развития образования» ФГАУ генеральнăй директорĕн ҫумĕ, «Вĕренӳ» наци проекчĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Антон Тимкин тата ытти ертӳҫĕсем те хутшăннă.    

Канашлăва уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  вĕренӳ пайĕ патшалăхăн тĕп приоритечĕ тесе палăртнă.  Чăваш Республикин Правительствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пуснă указĕпе килĕшӳллĕн, вĕренӳ пайĕнчи тĕп ҫул-йĕрсене палăртнă, федерацин 10 проекчĕпе вĕрентӳ тытăмне аталантарма пăхса хăварнă.   

Чăваш Республикин Правительстви регион шайĕнче программăсене йышăннă.  Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан вĕренӳ пайне ҫĕнетме витĕм кӳресси паллă. Кунсăр пуҫне республика федерацин тĕллевлĕ икĕ программин ĕҫне хутшăнать. Ҫитес 6 ҫул хушшинче республикăн вĕренӳ пайне 110 млрд тăкакланасси планра пуррине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Кăтарту ҫав тери пысăк, маларахри 6 ҫулхипе танлаштарас пулсан, 1,5 хут ӳсни сисĕнет. «Пирĕн тĕллев – уйăрнă укҫапа пĕлсе тĕллевлĕ усă курасси. Бюджет укҫипе епле усă курнине ҫирĕп тĕрĕслеве илетпĕр», хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.  

«Фонд новых форм развития образования» ФГАУ генеральнăй директорĕн ҫумĕ, «Вĕренӳ» наци проекчĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Антон Тимкин хăйĕн сăмахĕнче, юлашки ҫулсенче Чăваш Республики вĕренӳ рейтингĕнче Раҫҫейри чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 500 шкул шутне кĕнине, ялсенчи вĕренӳ учрежденийĕсем те ăнăҫлă вăй илнине, вĕсем чи лайăх 300 шкул ретĕнче тăнине хыпарланă. «Кванториум» Президент проектне регион пĕрремĕш пурнăҫа кĕртнĕ. Унта ăс пухакансем Раҫҫей шайĕнчи ăмăртусенче пĕр хутчен ҫеҫ кăна мар малти вырăна тухса хисепе тивĕҫлĕ пулнă.

«Ытти субъектсемшĕн пирĕн республика ырă тĕслĕх вырăнĕнче пула тăчĕ. Эпир яланах хамăр пирки лайăхпа каланине илтетпĕр», – палăртнă  регион Ертӳҫи, РФ ăнăҫлă ĕҫлекен вунă субъект шутĕнче тăрать пирĕн республика тесе сăмаха малалла тăснă Пуҫлăх.  Антон Тимкин хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, проектсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов регионта пурнăҫа кĕрекен программăсем пирки каланă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă.  

Калăпăр, «Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан шкул» проект вĕрентӳ пахалăх шайне хăпартас ыйту ҫине кăна тимлĕх уйăрмасть, 2024-мĕш ҫулсем  валли вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине те ҫĕнетме плана кĕртнĕ. Ялсенчи 180 шкула тĕпрен пуянлатма пăхса хăварнă. Пĕчĕк хуласенчи вĕренӳ учрежденийĕсене те ҫĕнетессине программăна кĕнĕ. Ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтереси те актуаллă. Кăтартăва 80 процента илсе ҫитерме тĕллев лартнă. 5 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнисен тавракурăмлăхне ӳстерме ятарлă программăсем палăртнă.  

Чăваш Ен тĕрлĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисем пулнă май, федераци хыснинчен 2019 ҫулта хушма укҫа тивĕҫет. Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра объектсем хута каясси те планра пур. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн базинче ҫамрăксене валли ятарлă хушма центр йĕркелеме шут тытнă. Пĕр сăмахпа каласан, ачасен пултарулăхне аталантарма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ пуласси паллă.   Ялсенче интернет ҫыхăнăвне хăвăртлатасси те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Кăтартăва хуласенче 100 Мб/c илсе ҫитересси, ялсенче вара 50 Мб/c пуласси паллă.    

«Ҫамрăк профессионалсем» проектпа 2024-мĕш ҫулччен ĕҫлемелле. 300 вĕрентекенрен кая мар квалификаци пĕлĕвне WorldskillsRussia тĕпе хурса ӳстермелле. Ырă ĕҫ тăвакансен шутне нумайлатмалла, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне граждансенчен 20 процентне ҫав ĕҫе явăҫтармалла. Пултарулăх ĕҫне 45 процент, студентсен обществăлла мероприятийĕсене 70 процента ҫити ҫынсене пухмалла. Спорт ыйтăвĕ те актуаллă. Ачасене хĕллехи кану вăхăтĕнче ытларах кĕлетке- шăмшака хускатма май паракан мероприятисене явăҫтармалла, вĕсен пушă вăхăчĕ усăллă ирттĕр тесе тĕрлĕ пулăма хутшăнтармалла. Хăрушсăрлăх теми ҫивĕч тăрать. Ку ыйтупа та ертӳҫĕсем канашлура тĕплĕн калаҫнă. Регионта аслă пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсем аккредитациленнĕ, кăтартусемпе ертӳҫĕсем паллаштарнă.      

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин коллеги ларӑвне хутшăннă