СВИЯЖСКРА ЧĂВАШ ТӖРРИ

24.12.2018 13:13 | просмотров: 1319
СВИЯЖСКРА ЧĂВАШ ТӖРРИ

Декабрӗн 12-мӗшӗнче Свияжск утрав-хулари Истори музейӗнче «Свияжск этнотӗнчисем. Чăвашсем, мордвасемпе марисем Свияжск тăрăхӗн историйӗпе культуринче» курав уçăлчӗ.

 Декабрӗн 12-мӗшӗнче Свияжск утрав-хулари Истори музейӗнче «Свияжск этнотӗнчисем. Чăвашсем, мордвасемпе марисем Свияжск тăрăхӗн историйӗпе культуринче» курав уçăлчӗ. Çак халăхсем Атăлçи тăрăхӗнче Свяжск хула-крепость йӗркелениччен (1551 çул) чылай малтан пурăннă. Çавăнпа IV Хаяр Иван патша хушнипе 1552 çулта йӗркеленнӗ Сӗве уесӗн пӗтӗмӗшле халăхӗн чылай пайӗ пулнинчен тӗлӗнмелли çук. Вӗсен хăйсен историйӗ, культури. Шăпах Свияжск тăрăхӗн тӗп халăхӗсен культурипе паллаштарас тӗллевпе курав йӗркеленӗ те.

 

Курава кăнтăрла хаваслă лару-тăрура уçрӗç. Мероприятие ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗпе Николай Сорокинпа Тутарстанри чăваш тавра пӗлӳçисен пӗрлӗхӗн ертӳçи Александр Семенов та хутшăнчӗç.

Палăртса хăварар, чăвашсенчен экспонатсене Чăваш Наци музейӗ (Шупашкар) тăратнă. Куравра Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче чылай турист пулса курасси иккӗлентермест, мӗншӗн тесен утрав-хула туристсене илӗртекен вырăн. Свияжск тăрăхӗнчи тӗп халăхсен культурипе пиртен кашнин паллашма май пур, мӗншӗн тесен асăннă курав мартăн 10-мӗшӗчченех ӗçлет. (А. Галимзянов сăнӳкерчӗкӗсем).

Хыпара çакăнтан илнĕ: "Сувар" хаçат: СВИЯЖСКРА ЧĂВАШ ТӖРРИ