"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча хаçачĕн черетлĕ çуралнă кунĕ çитрĕ

15.01.2019 09:24 | просмотров: 1407
"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча хаçачĕн черетлĕ çуралнă кунĕ çитрĕ

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тантǎш" хаçачĕ "Пионер сасси" ятпа 1931 ҫулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче тухма пуҫланǎ. Унǎн пĕрремĕш редакторĕ Илья Максимович Алтын Баш пулнǎ.  "Чǎваш пионерĕсемпе ĕҫхалǎх ачисене социализмла строительствǎна кирлĕ таран хутшǎнтармалла!" - текен чĕнӳпе пуҫланнă хаҫат.

"Епле хаваслǎ кĕтсе илчĕ ǎна ача-пǎча. Кĕске вǎхǎтрах хаҫат тиражĕ те чылай ӳсет. Чухǎнччĕ редакци. Ачасем ҫинчен ҫырма пултаракан журналистсем сахал пулнǎ, укҫи те ҫитмен. Ҫапах пур пĕр ĕҫленĕ. Алла усман. Йывǎрлǎхран тухма тǎрǎшнǎ, малашлǎх пирки ĕмĕтленнĕ. Сывлǎха та шеллемен", - аса илнĕ Илья Максимович ача-пăча редакцийĕн пуçламăш пуçламăш утăмĕсене.

Ĕнерхи "Пионер сасси", паянхи "Тантăш" хаçат нумай çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Вĕсен йышĕнче ятлă-сумлă та пултаруллă çыравçăсем те пур. Акă еплерех аса илет Арсений Тарасов çыравçă, драматург, журналист Фейсбукри "Хыпар" издательство çурчĕн страницинче: "Пионер сасси" хаçата ох! мĕнле кĕтеттĕмĕр эпир. Ман унта ребуссем пичетленкелетчĕç. Вăл тухнă кун вара эп чăн-чăн геройччĕ, мана класран класа çýреттеретчĕç, ребус мĕнле тăвассипе мастер-классем ирттертеретчĕç. Университета вĕренме кĕрсен пирĕн пĕтĕм ушкăн "Пионер сасси" çăлтăрĕсемччĕ. Халь çакна çырнă чухне те хаçатăн типографи шăрши сăмсана кăтăкласа тăнăнах. Тавах ун чухнехи "Пионер сассине", хальхи " Тантăша" та ырă пурнăç-кун-çул сунатăп".

Хыпара çакăнтан илнĕ: Информаци политикин министерстви: "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча хаçачĕн черетлĕ çуралнă кунĕ çитрĕ