Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет

17.01.2019 09:22 | просмотров: 1364
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2019 çулхи кăрлачăн (январĕн) 11-мĕшĕнче кăларнă 12-мĕш №-лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри 2019 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 28-мĕшĕнче регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет конкурса хутшăнакансен 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://goo.gl/forms/WSnIUFRWSyvnuL7X2  адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех конкурс ыйтăвĕсене хуравламалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравлăр.  Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырăр.

Электрон почти урлă хуравсене йышăнмаççĕ, пăхса та тухмаççĕ.

Интернет конкурса  укçалла ирттерме палăртнă. 

Конкурса  хутшăнас текенсен  Раççей Сбербанк уйрăмĕсенче 300 тенкĕ тÿлемелле пулать.  Тÿлени  çинчен калакан квитанци копине нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕччен chrio11.cap.ruадреспа ярса памалла. Тÿллеменнисен ĕçĕсене пăхса тухмаççĕ.

Интернет конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн дипломĕсемпе чыслаççĕ. Çавăн пекех, конкурса хутшăнакан кашни вĕрентекене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сертификатне  параççĕ.

Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (chrio.cap.ru) паллашма пултаратăр.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 204-мĕш кабинет.

Кирлĕ информацие chrio.cap.ru сайтра тупма пулать.

Тел/факс – 8 (8352) 58-47-19; 89053410082; 89050293941

 E-mail: chrio11@cap.ru .

Тĕплĕнрех>>>

Хыпарпа тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: Вĕренÿ институчĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма!