Институт директорĕ Петр Краснов Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Каҫал районĕнчи тĕрлĕ хуçалăха çитсе курнă

18.01.2019 09:54 | просмотров: 1582
Институт директорĕ Петр Краснов Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Каҫал районĕнчи тĕрлĕ хуçалăха çитсе курнă

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал районĕнче пулнă, «Рассвет»  СХПКра ҫĕнĕ ферма уҫнă ҫĕре хутшăннă. Хуҫалăх фермăра 200 ĕне усрама май паракан ҫĕнĕ объект хута янă. Сĕт-ҫу фермине тума проектпа килĕшӳллĕн, хуҫалăх 50 млн тăкакланнă. Вăл укҫаран предприяти 28 млн ҫăмăллăх кредичĕпе усă курнă.   

Чаплă лару-тăрăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Каҫал районĕн пуҫлăхĕ Хасятулла Идиатуллин, Каҫал районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов, подрядлă организацийĕн ертӳлĕхĕ, хуҫалăхра ĕҫлекенсем пуҫтарăннă.  

Çак кун республика Пуҫлăхĕ Урмаел ял поселенийĕнче ача сачĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă. Объект пысăк, харăсах 110 ача вырнаҫтарма май пулĕ.

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Михаил Игнатьев Каҫал енри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 2-мĕш вăтам шкулта пулнă. Ҫурта пĕлтĕр тĕпрен юсама патшалăх пулăшăвне 12,6 млн тивĕҫтернĕ. Унта 50 ачана вырнаҫтармаллăх садик хута янă.     

Тĕлпулу вăхăтĕнче амăшĕсем республика Ертӳҫине садика хута яма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ҫуртра таса, условисем чаплă пулнине курса ĕненнĕ хăнасем. Шкул директорĕ Евгений Савельев шкулăн чӳречисене ылмаштарма май килмĕ-ши тесе ыйтнă пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсенчен. Ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ.

Регион Пуҫлăхĕ районти тĕп больницăн ĕҫĕпе те кăсăкланнă. Юлашки икĕ ҫул хушшинче медицина пайĕнчи учрежденисене тĕпрен ҫĕнетме республика хыснинчен 29,7 млн тенкĕ уйăрнă. Йывăр чирлисене сиплеме условисем пĕтĕмпех пурри вырăнти халăха тивĕҫтерет. Больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев юлашки 35 ҫул хушшинче пуҫласа ҫурта тĕпрен юсав ĕҫне тунă тесе асăннă.

Фоторепортаж

Хыпарпа тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал ен районĕнче пулнă