Михаил Романович Федотов пурăннă пулсан паян 100 çул тултарĕччĕ

Михаил Романович Федотов (1919 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕ, Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕ - 2003 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕ, Шупашкар хули) пурăннă пулсан паян 100 çул тултарĕччĕ. Çак çавра датăна асра тытса чĕлхеçĕсем, тăванĕсем тата общество хастарĕсем паллă ăсчахăн Карачура çумĕнчи масарти Мухтав аллеинчи вил тăпри çинче пулчĕç. Ăсчах тăванĕ Владимир Терентьев, Валери Туркай сăвăç, чăваш чĕлхипе литература тĕпчĕвçисем Виталий Станьял, Николай Егоров, Геннадий Дегтярёв, Александр Кузнецов, Леонид Петров, Ирина Семёнова, Николай Плотников ăсчахăн ăслăлăхри çитĕнĕвĕсем, унпа тĕл пулса калаçнă хыççăн асра юлнă самантсем пирки калаçрĕç. Владимир Терентьев тĕнчипе паллă тюркологăн кун çути курман ĕçĕсене халăх патне çитерес тесе малашне те тăрăшма палăртни, паян кунччен кăларнă тăватă томпа анчах çырлахма шутламанни пирки пĕлтерчĕ.
Пуçтарăннă хастарсем Михаил Федотовăн 100 çулне çакăн пек 10 çын масар çинче анчах пухăнса мар, анлăн ирттермелли пирки, малашне ăслăлăх, вĕренÿ, культура учрежденийĕсенче конференци, çавра сĕтел, тĕрлĕ курав йĕркелеме палăртни пирки асăнчĕç.
Çавăн пекех "Чăваш халăх сайтĕнчи" хыпарпа паллашма пулать:
Чăваш чĕлхи: Михаил Федотов çуралнăранпа 100 çул çитнине асăнчĕç












