Петĕр Хусанкай çуралнă кунне кăçал та паллă турĕç

23.01.2019 17:04 | просмотров: 1426
Петĕр Хусанкай çуралнă кунне кăçал та паллă турĕç

Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑран та паллӑ сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Чӑвашсен хастар ушкӑнӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ пуҫарнипе, ку куна паллӑ туса яланах Петӗр Хусанкай вил тӑпри ҫине ҫитсе пуҫ таять. Кӑҫал та ку йӑлана пӑсмарӗҫ — пысӑк ушкӑнпа пухӑнчӗҫ.

Яланхи пекех паллӑ поэта сума суса ҫывӑхри 14-мӗш номерлӗ Всеволод Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ (ертӳҫи Светлана Петрушкина), Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ.

Паллӑ поэта сума суса килнисен йышӗнче кӑҫал Атнер Хусанкай тӗпчевҫӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ, Виталий Родионов профессор, Владимир Милютин хореограф, Алексей Сӗрмек усламҫӑ, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Марина Карягина сӑвӑҫ, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, Вера Никифорова литература тӗпчевҫи тата ыттисем пулчӗҫ.

Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. Чи паллӑ хайлавӗ — «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ романӗ. Петр Петрович куҫару ӗҫӗпе чылай ӗҫленӗ, тӗслӗхрен вӑл Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне чӑвашла куҫарнӑ. Сӑмах май, унӑн сӑввисене те чылай чӗлхепе куҫарнӑ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: 

"Чăваш халăх сайчĕ": Культура: Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ кунне кӑҫал та паллӑ турӗҫ

Çакăн пирки Чăваш наци конгресĕн "Фейсбукри" страницинче те вуласа пĕлме пулать: Геронтий Никифоров: ЯЧĔ ТЕ, ĔÇĔ ТЕ ХАЛĂХ АСĔНЧЕХ