«Раççей Федерацийĕнчи халăхсен тăван чĕлхине вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем тавра» çавра сĕтел

24.01.2019 11:10 | просмотров: 1899
«Раççей Федерацийĕнчи халăхсен тăван чĕлхине вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем тавра» çавра сĕтел

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕ 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи халăхсен тăван чĕлхине вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем тавра» çавра сĕтеле хутшăнма чĕнеççĕ. Ăна чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Николай Петрович Петров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. 

Лару И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш корпусĕнче 209-мĕш пÿлĕмре 14.00 сехетре пуçланать.

 

ПРОГРАММА

ЛАРĂВА УÇНИ

Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ

Доклад

Иванова Неонила Вячеславовна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкулчченхи вĕрентĕвĕн теорипе меслетлĕх кафедрин доценчĕ

СŸТСЕ ЯВНИ

Ахвандерова Алина Давыдовна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи

Артемьева Тамара Васильевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ

Брусова Галина Федоровна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ

Виноградов Юрий Михайлович, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн наци вĕрентĕвĕн центрĕн ăслăлăхăн ертÿçĕ ĕçтешĕ

Власова Лариса Валерьевна, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологийĕн кафедрин доценчĕ

Доброва Надежда Васильевна, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн шкулчченхи вĕрентĕвĕн кафедрин доценчĕ

Долгова Алевтина Петровна,  Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕн ертÿçи

Дегтярев Геннадий Анатольевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ

Егорова Анна Семеновна, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи

Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ

Игнатьева Валентина Ивановна, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх лабораторийĕн ертÿçи

Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ

Михайлова Светлана Георгиевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкулчченхи вĕрентĕвĕн теорипе меслетлĕх кафедрин доценчĕ

Осипов Николай Николаевич, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ

Плотников Николай Алексеевич, Чăваш халăх сайчĕн тĕп редакторĕ

Сергеев Леонид Павлович, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ

Федорова Алевтина Рюриковна, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн пуçламăш классен кафедрин ертÿçи

Ядранская Инесса Владимировна, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн наци вĕрентĕвĕн центрĕн ертÿçи

 

Ăслăлăх, вĕренÿ, культура, хаçат-журнал ĕçченĕсене, общество хастарĕсене, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансене йыхравлатпăр.

Прикрепленные файлы

программа 291.02 Kb | загрузили: 1133