Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансене Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 ҫул ҫитнине халалланă астăвăм паллисемпе чысланă

31.01.2019 09:13 | просмотров: 1315
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансене Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 ҫул ҫитнине халалланă астăвăм паллисемпе чысланă

Совет союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕлллĕ Чăваш кадет корпусĕнче кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă пулăм пулса иртнĕ. Сумлă ветерансене Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 ҫул ҫитнине халалланă астăвăм паллисемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă.

Ентешсене саламлама ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин килсе ҫитнĕ.

Сумлă ветерансене асăннă кун хăнасемпе пĕрле кадетсем алă ҫупса ăшшăн кĕтсе илнĕ. Палăртса хăвармалла, ветерансем пурте тенĕ пекех Ленинградра ҫуралса ӳснĕ. Тумхахлă вăхăтра вĕсем хăйсен тăванĕсене, ҫывăх ҫыннисене ҫухатнă. Вăрҫă пĕтсен Чăваш Ене килнĕ, халĕ ветерансемшĕн пирĕн тăрăх тăван кил пулса тăнă. Кунта вĕсем сахал мар ĕҫленĕ, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса тăрăшнă.

Михаил Игнатьев кăҫал Санкт-Петербург Правительстви юбилей ячĕпе ятарлă асăну паллине йышăнса хăварнине пĕлтернĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи витĕр тухнисене пурне те ҫак асăну паллипе тивĕҫтерессине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пирĕн ветерансем хăйсен паттăрлăхĕпе тĕнчене ырă тĕслĕх кăтартса панине каланă. Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир питӗ лайӑх пӗ­­летпӗр, ҫавӑнпа та Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнман­лӑхӗшӗн пы­нӑ паттӑрла кӗрешӳре тӑшмана парӑнтарнӑ харсӑр чунлӑ ҫынсен ҫа­пӑ­ҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхне чыслӑн сума сӑватпӑр тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Вăрҫă хыҫҫăн чылай вăй хунă пирĕн сумлă ветерансем. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтерессишĕн те  тапăҫланнă. Палăртнă кун пурне те ҫирĕп вăй-хал, вăрăм ĕмĕр суннă, ҫывăх ҫынсем яланах пĕрле пулччĕр, вĕсен ăшăлăхне туса пурăнăр тенĕ сăмаха малалла вакласа регион Ертӳҫи.  

«Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансемпе социаллă хӳтлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене эпир ветерансене пысăк тимлĕх яланах уйăрма хушатпăр. Сирĕн сывлăхăра вăхăтра тĕрĕслесе тăрасси, вăрăм ĕмĕрлĕ тăвасси – пирĕн тĕллев, ҫутă тивĕҫ», – палăртнă Михаил Игнатьев.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсене Чăваш Республикинче кашни уйăхра укҫан пулăшу пама пăхса хăварнă, пенси енĕпе те ҫăмăллăхсем пур. Ҫурт-йĕр ыйтăвне татса парассипе те сахал мар ĕҫленĕ, ветерансене хваттер парса чысланă.

Вăрҫăра суранланнисене пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн 50 процент тăкака саплаштарма йышăннă. Каласа пĕтерме те ҫук, ытти ҫăмăллăхсем те вĕсен чылай, пĕр сăмахпа палăртсан,  ватăсене курăмлă тĕрев пани куҫкĕретех.

Чăваш Енре ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарса янă, вĕсем салтаксен паттăрла ĕҫĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва пĕлтерсе пыраҫҫĕ. Ҫамрăк яш-кĕрĕм ветерансем патне час-часах тухса ҫӳрет, май килнĕ таран тимлĕх уйăрма тăрăшать. Шыравҫă-волонтерсем ҫĕршыври ытти регионсене тухса ҫӳреҫҫĕ, тĕрлĕ пулăмсемпе тĕл пулаҫҫĕ, ҫамрăксене каласа параҫҫĕ.

Кадетсемшĕн ветерансемпе тĕл пулса калаҫни хăйне евĕр паха самант, тарăнрах историне пĕлме витĕм кӳрет тенĕ  Михаил Игнатьев.  

Уява пухăннисене Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин ăшшăн саламланă, паттăрсене ырласа тав сăмахĕсем каланă.    

Мероприяти вĕҫленсен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансемпе чей ĕҫнĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.   

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Сумлă ветерансене Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 ҫул ҫитнине халалланă астăвăм палисемпе торжествăлла майпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев парса чысланă