Вĕренÿ институчĕ: "Чӗвӗлти чӗкеҫ" конкурса хутшӑнма ӗлкӗрӗр

31.01.2019 09:35 | просмотров: 2110
Вĕренÿ институчĕ: "Чӗвӗлти чӗкеҫ" конкурса хутшӑнма ӗлкӗрӗр

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртет. Конкурс ачасен тавра курӑмне аталантарма пулӑшать, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма май парать, тӑван чӗлхене хисеплеме, унӑн илемлӗхне туйса илме хӑнӑхтарать.

Кӑҫалхи конкурс йӗрки кӑштах урӑхларах пулӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑтӑр ыйтуран вуннӑшӗ тӑван ен историйӗпе тата культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑйӑ ыйтӑвӗсене килте(нарӑс уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче) хуравлама юрать. Ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен, кукамӑш-кукашшӗнчен пулӑшу ыйтма, кирлӗ информацие Интернетра, словарь-справочникра шырама пултараҫҫӗ.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, юлашки вӑхӑтра ку конкурс вӗрентекенсем хушшинче те иртет. Унта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем кӑна мар, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан ытти предмет учителӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ку конкурс ашшӗ-амӑшӗпе шкул хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатнисӗр пуҫне ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пуласса шанатпӑр. Ыйтусене ачисемпе пӗрле хуравлани ашшӗ-амӑшне тавракурӑма пуянлатма та, ывӑлӗ-хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме те пулӑшӗ. Шел пулин те, хальлӗхе ашшӗ-амӑшӗпе ачисене пӗрле хутшӑнмалли конкурссем ҫукпа пӗрех. Ачӑрсемпе пӗрле шутлӑр, тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсене тупса палӑртӑр, пӗр-пӗринпе ӑмӑртӑр, ҫӗнтерсе парнесем илсе савӑнӑр.

Тӗплӗнрех>>>

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Объявления » «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса хутшӑнма ӗлкӗрӗр