ЧРВИ: Вырăс шкулĕнче чăваш литературине вĕрентес ыйтусемпе семинар иртрĕ

04.02.2019 09:59 | просмотров: 1343
ЧРВИ: Вырăс шкулĕнче чăваш литературине вĕрентес ыйтусемпе семинар иртрĕ

Федерацин патшалӑх вӗренӱ стандарчӗпе килĕшÿллĕн вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче тăван литературăна вĕрентме пуçларĕç. Патшалăхри лару-тăру та, Федерацин патшалӑх вӗренӱ стандарчӗсем те, вӗренӳ планне «Тӑван чӗлхепе литература» предмет талккӑшне кӗртни те вӗренӳ юхӑмне урӑхларах йӗркелеме ыйтаҫҫӗ. Вĕрентекенсен ĕçне çăмăллатас тĕллевпе 2019 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри «Вырăс чĕлхиллĕ шкулта  «Тăван (чăваш) литератури» предмета вĕрентмелли методика аспекчĕсем» семинарирттерчĕ.

Семинара вырăс шкулĕнче тăван литература вĕрентекен 89 çын пуçтарăнчĕ. Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Надежда Иванова паян кун вырăс шкулĕнче ĕçлекен учительсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе, тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе, чăваш литературине вĕреннин пулмалли результачĕсене хаклас йĕркепе паллаштарчĕ. Вӗрентекенсем  «Тăван (чăваш) литература» предмет вырăнне, тĕллевĕсемпе задачисене палăртрĕç, предмет программин содержанийĕпе тытăмне, ачасен пӗлӗвне тӗрӗслесе хаклас ыйтусене тишкерчĕç, пӗлӗве актуализациленӗ хыҫҫӑн ирттермелли харкам ӗҫсен тĕсĕсемпе паллашрӗҫ, вӗсене мĕнлерех хатĕрлемеллине тата хакламаллине вӗренчӗҫ.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕç.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Вырăс шкулĕнче чăваш литературине вĕрентес ыйтусемпе семинар иртрĕ