Çеçпĕл Мишшине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс малалла пырать

06.02.2019 12:01 | просмотров: 1303
Çеçпĕл Мишшине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс малалла пырать

Чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши ҫуралнăранпа 120 ҫул ҫитнĕ май республикара пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе çыравçăна халалланă литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсем хушшинчи конкурс-фестиваль йӗркелерӗҫ. Асăннă конкурс-фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – Тăван Енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Çеçпĕл Мишшин таса та ҫутӑ сӑнарне туллин уҫса парасси.

Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн Тăван Енĕмĕрĕн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулăх кăтартакан ачасене хавхалантарасшăн. Çавăн пекех вĕрентекенсене тата ÿссе пыракан ăрăва уроксем хыççăн та пултарулăх енĕпе тата та тĕплĕнрех ĕçлеме хистесшĕн. Хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире хаклăпăр. Вĕсем «Юрлас тата кĕвĕ калас ăсталăх (автор кĕввисене уйрăм ушкăнра хаклăпăр)», «Музыка хайлавĕ», «Литература хайлавĕ(проза тата поэзи)», «Литература вулавĕ» енсĕмпе хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççĕ. Кăçал Раççейре Театр Çулĕ пулнă май, «Театр ăсталăхĕ» номинацие те кĕртрĕмĕр.

Конкурс-фестивале хутшăнакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш Республикинчен, Чемпĕр тăрăхĕнчен, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистанпа Узбекистан, Кыргызстан тата ытти çĕршыври çамрăксем тăратнă.

Конкурса 2019 ҫулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Туслăх çурчĕнче пĕтĕмлетеҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантараҫҫӗ.

Хисеплĕ ачасемпе ҫамрӑксем! Литературӑпа музыка хайлавӗсен «Чӑваш Ене мухтаса» халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивалӗ 2019 ҫулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пырать. Хăвăр ӗҫӗрсене конгреса (е оргкомитета) ярса (кĕртсе) пама васкăр!

Кĕтетпĕр! 

Архипова Вера Севастьяновна,тел. +7-903-066-63-86, e-mail: vera_arhipova55@mail.ru,

Бушуева Любовь Ивановна, тел. +7-927-860-05-10)

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧНК: Çеçпĕл Мишшине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс малалла пырать