«Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрӗ

07.02.2019 11:03 | просмотров: 1278
«Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрӗ

2019 çулхи нарӑс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрӗ. Ăна чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн паллă кунĕсене халалланă: кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче М.Р. Федотов ҫуралнăранпа 100 çул ҫитрӗнарӑсӑн 20-мӗшӗнче Н.И. Егоров çуралнăранпа 70 çул пулать.

Çавра сӗтеле ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансем хутшӑнчӗҫ.

Ларӑва хутшӑнакансем ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:

1) Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин ҫумӗнче пайӑр ятсен лабораторийӗ уҫма ыйтас;

2) М.Р. Федотов ячӗпе тӗнче шайӗнче наукӑпа практика конференцийӗ ирттерме палӑртас;

3) Шупашкар хулин пӗр-пӗр урамне М.Р. Федотов профессор ятне парасси пирки сӗнӳ хатӗрлес;

4) Вӑрмар районӗн администрацине Н.И. Егоров профессора районӑн хисеплӗ гражданинӗ ятне пама ыйтас;

5) чӑваш чӗлхипе литературине шкулсенче вӗрентессин ыйтӑвӗсене ятарлӑ ҫавра сӗтелте пӑхса тухма палӑртас.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: «Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрӗ