Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем: программăсем, вĕренÿ кĕнекисем» темăпа семинар ирттерчĕ

15.03.2019 09:54 | просмотров: 87
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем: программăсем, вĕренÿ кĕнекисем» темăпа семинар ирттерчĕ

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ «Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем: программăсем, вĕренÿ кĕнекисем» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинар ĕçне Чăваш Республикинчи тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Калаçу хальхи вăхăтра шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли çĕнĕ хатĕрсем çинчен пычĕ. Центр ĕçченĕсем Инесса Ядранская тата Валентина Игнатьева вĕренĕвĕн хальхи стандарчĕсене тивĕçтерекен программăсем, вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлес ĕç еплерех аталанса пыни çинчен каласа пачĕç, Çĕрпÿ районĕн А.А. Александров ячĕллĕ Михайловка тĕп шкул директорĕ Владимир Андреев вĕрентекенсене электрон учебниксен тĕслĕхĕсемпе тата интернет уҫлăхĕнчи чăвашла сайтсемпе паллаштарчĕç. 

Семинар ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем юлашки çулсенче хатĕрленĕ чăваш чĕлхипе литературине, культурине шкулсенче вĕрентнĕ чух усă курма май пур ĕçсемпе паллаштарчĕç, вĕсене интернет уçлăхĕнче мĕнле шыраса тупмаллине ăнлантарчĕç.

Семинара хутшăннисем унăн ĕçĕпе пурте кăмăллă юлчĕç.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Новости » «Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем: программăсем, вĕренÿ кĕнекисем» темăпа семинар иртрĕ