Литература музейĕнче Алексей Талвир çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турĕç

15.03.2019 10:45 | просмотров: 1304
Литература музейĕнче Алексей Талвир çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турĕç

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче «Комсомольская правда» хаçатăн çар корреспонденчĕ пулнăскер, Мускав çывăхĕнче тăшмана çапса аркатни пирки чи малтан вăл пĕлтернĕ. Унăн романĕсене тĕнчери тĕрлĕ чĕлхепе куçарнă. Шупашкарти Литература музейĕнче Алексей Талвир çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турĕç.
 
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова 

Патăрьел районĕнчи Аслă Патăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Талвир. Унăн чăн хушамачĕ - Башкиров. Литературăн анлă çулĕ çине вăл 1929-мĕш çулта тăнă. Ун чухне çыравçăн «Хĕллехи сивĕре» калавĕ уйрăм кĕнекепе тухнă. Талвир хăйĕн хайлавĕсенче ытларах чăваш халăхĕ революци юхăмне хутшăннине, республикăри промышленноç аталанăвне çутатнă. Алексей Талвир ячĕ «Пăва çулĕ çинче» роман тухсан уйрăмах палăрнă. Ку кĕнеке 1953-мĕш çулта кун çути курнă. Ăна тĕрлĕ çĕршывра пичетлесе кăларнă.

Сăмах май, Александр Мефодьев çыравçă Алексей Талвир пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа кĕнеке пичетлесе кăларнă. Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши те аса илÿ каçне пуçтарăннисене ентешĕ çинчен нумай кăсăклине каласа кăтартрĕ. «1954-мĕш çулта, Шупашкара пурăнма килсен, çыравçăсен пĕрлешĕвне шăпах вăл ертсе пыратчĕ, пире - çамрăксене хăй патне чĕнсе илсе ăшшăн калаçатчĕ, май пур таран пулăшма тăрăшатчĕ», - терĕ Михаил Николаевич.

Çыравçăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Халăхсен туслăхĕн орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Унăн ячĕпе Шупашкарта тата Патăрьелĕнче урамсем хисепленсе тăраççĕ. Тĕплĕнрех Талвир ĕçĕ-хĕлĕпе Литература музейĕнче йĕркеленĕ «Иксĕлми пултарулăх» куравра паллашма пулать.
 

Сюжетпа çакăнта паллашма пулать: "Раççей1: Чăваш Ен" ПТРК: Литература музейĕнче Алексей Талвир çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турĕç