ЧНК Президиумĕн ларăвне ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова хутшăнчĕ

25.03.2019 17:33 | просмотров: 1190
ЧНК Президиумĕн ларăвне ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова хутшăнчĕ

Пуш уйӑхĕн 22-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресĕн президиумĕн уҫӑ ларӑвĕ иртрĕ.
Ҫак уйӑхӑн 29- мĕшĕнче конгресӑн 17-мĕш Мӑн Канаш ларӑвĕ иртмелле, 30-мĕшĕнче вара - Раҫҫей шайĕнчи "Кĕмĕл сасӑ" конкурс-фестиваль. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтӑвĕпе ҫак яваплӑ мероприятисене тивĕҫлĕ йĕркелесе ирттерсе ярасси пирки калаҫрĕҫ.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, вице-президенчĕсем Анатолий Ухтияровпа Валерий Клементьев президиум пайташĕсене хатĕрленӳ ĕҫĕсем мĕнле пынине уҫӑмлатса каласа пачĕҫ.
Иккĕмĕш ыйтупа калаҫма Чӑваш наци конгресĕн президумĕн ларӑвне республикӑри вĕренӳпе ҫамрӑксен политикин министрĕн ҫумне Алевтина Николаевна Федоровӑна ятарласа чĕннĕ. Пурне те хумхантаракан ыйту - Раҫҫей Федерацийĕн тата Чӑваш Республикин тӑван чĕлхене вĕренес саккунĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче мĕнле пурнӑҫланса пыни.
Кун пирки Алевтина Николаевна тĕплĕн тишкерсе ӑнлантарса пачĕ, президиум пайташĕсем панӑ кӑсӑклӑ та вырӑнлӑ ыйтусене пурне те ӑнланмалла уҫӑмлатрĕ. 
Унӑн тĕп шухӑшĕсенчен пĕри вӑл ачасем чӑваш чĕлхине кӑсӑкланса вĕренес туртӑм учительсенчен, ашшĕ-амӑшĕсенчен нумай килни.
Президиум ларӑвĕнче паллӑ художник Анатолий Данилов та пулчĕ. Вӑл конгресс лару залне илемлетме хӑйĕн ылтӑн кĕркунне темипе ӳкернĕ картинине парнелес кӑмӑлпа килнĕ. Унччен ку пархатарлӑ ĕҫе Мишша Григорянпа Викентий Лукиянов ӳнерҫĕсем пурнӑҫланӑччĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Президиум ларăвне ЧР вĕренÿ министрĕ хутшăнчĕ