Профессионал писательсен союзĕ çĕнĕ ертÿçĕне суйланă. Чи нумай сасă пухса Лидия Филиппова çĕнтернĕ

29.03.2019 12:58 | просмотров: 1265
Профессионал писательсен союзĕ çĕнĕ ертÿçĕне суйланă. Чи нумай сасă пухса Лидия Филиппова çĕнтернĕ

Чăваш Наци библиотекинче ЧР Профессионал писательсен союзĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.

Хальхи вăхăтра пĕрлĕхре — 95 писатель. Шел, юлашки виçĕ çулта сакăр çыравçă пурнăçран уйрăлнă. Вĕсене — Иван Вутлана, Иван Тенюшева, Николай Карлина, Энтип Ваççине, Афиноген Кузьмина, Валерий Муравьева, Геннадий Уткина, Анатолий Юмана — асăнса шăп тăнă.

ЧР культура министрĕн Константин Яковлевăн шухăшĕпе, чăваш çыравçисем хăйсен тĕллевне ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ, пин-пин вулакана чун апачĕпе тивĕçтереççĕ. Министерство та паллă писательсен юбилейĕсене паллă тума, пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме укçан пулăшать. Союз председателĕ Геннадий Максимов пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет тунă.  Писательсен тĕп партнерĕсем — 113 çул тултарнă «Хыпар» хаçат тата «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕ. Хальхи вăхăтра «Хыпарта» «Кĕнеке çÿлĕкĕ», «Ялта пурăнать писатель» страницăсем тухса тăраççĕ. Союз пайташĕсем Трубина Мархви çуралнăранпа 130 çул çитнине уявлама, Николай Мранькка çыравçăн Куславкка хулин масарĕнчи вил тăпри çине палăк вырнаçтарма хутшăннă, ытти ĕçе пурнăçланă. Пĕрлĕх çумĕнче Çамрăк литераторсен канашне йĕркеленĕ, ăна Ольга Васильева ертсе пырать.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту Профессионал писательсен союзĕн председательне суйлани пулнă. Чи нумай сасă пухса «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕн редакторĕ Лидия Филиппова (сăн ÿкерчĕкре) çĕнтернĕ. 

Тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: Надежда СМИРНОВА. ЧР Профессионал писательсен союзĕ çĕнĕ ертÿçĕне суйланă