«Чӑваш чӗлхин лабораторийĕ» уçăлчĕ, тӗллевӗсем — словарьсене электронлатасси, чӑваш чӗлхин корпусне пуянлатасси...

09.04.2019 12:23 | просмотров: 1251
«Чӑваш чӗлхин лабораторийĕ» уçăлчĕ, тӗллевӗсем — словарьсене электронлатасси, чӑваш чӗлхин корпусне пуянлатасси...

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — хамӑр тӑван чӗлхене паянхи саманапа тан уттарасси. Ҫавна май эпир тӗрлӗ сервиссем уҫатпӑр, хатӗрлесе пыратпӑр. 2005 ҫултанпа сахал мар ку тӗлӗшпе вӑй хутӑмӑр — Электронлӑ сӑмахсар сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, Чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи йӑнӑшсене кӑтартакан хатӗр, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ, тата ытти япаласем сахал мар ӑсталарӑмӑр. Ку пӗтӗм ӗҫе эпир майӗпен, вӑхӑт тупнӑ май йӗркелесе-хатӗрлесе пытӑмӑр.

Анчах та тем тесен те чӑваш чӗлхине тӗнче тетелне сарас ӗҫе вӑхӑтран-вӑхӑта мар, куллен туса пымалла. Ҫавна май эпир «Чӑваш чӗлхин лабораторине» уҫас терӗмӗр. Уйрӑм ҫынсене тытса маларах хатӗрленӗ сайтсене аталантарас енӗпе ӗҫлеттерес терӗмӗр. Паянхи кунта (тӗрӗсрех каласан, иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче) вӑл хӑйӗн ӗҫне туса пыма та пуҫларӗ ӗнтӗ — лабораторинче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ студентки (2-мӗш курс) — Портнова Эрбинӑпа Тихонова Татьяна — вӑй хурать. Вӗсем икӗ чӗлхеллӗ корпуса пуянлатса пырӗҫ.

Чӑваш чӗлхин лабораторийӗн ӗҫ тӗллевӗсем — словарьсене электронлатасси, чӑваш чӗлхин корпусне пуянлатасси, пуплевӗшсене сасӑласси тата ытти те.

Чӗлхе лабораторине ӗҫлеттерсе яма пулӑшнӑшӑн гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе тата словарь пайӗсене, вӗренӳ институчӗн ректорне, Чӑваш наци конгресне, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхи кафедрине тав тӑватпӑр!

Хыпарпа тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ӗҫлесе кайрӗ