Шупашкар хулин 61-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем Никита Бичурин палăкне тирпей-илем кÿртнĕ

23.04.2019 12:18 | просмотров: 910
Шупашкар хулин 61-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем Никита Бичурин палăкне тирпей-илем кÿртнĕ

Шупашкар хулинче субботниксен тапхăрĕ пырать. Тĕп хуламăр урамĕсене, картишĕсене юр ирĕлсе пĕтнĕ хыççăн илем кÿртме тытăннă. Пултаруллă яш-кĕрĕм палăксем пирки те манса каймасть. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулин 61-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ умĕнче вырнаçнă палăка, ун таврашĕнчи çĕр лаптăкне тирпейленĕ. Иакинф архимандрит (Никита Бичурин) тĕнчипе паллă ăсчах палăкне тасалăхра тытма, тирпей-илем кÿртсе тăма шут тытнă çак пултаруллă ачасем. Вĕсен ĕçне сăн ÿкерчĕксене курса хаклама пулать. Эпир вĕсене пархатарлă шухăш-кăмăлĕпе ырă ĕçĕшĕн тав тăватпăр!

Фотографии