Фестиваль чăваш ташшин пуласлăхĕ пуррине кăтартса пачĕ

Карталантǎр-и асамлǎ ҫаврǎм,
карталантǎр ҫавтǎнса, чǎмǎртанса,
янǎрать ҫĕр ҫийĕн пирӗн парǎм,
чǎваш ташшишӗн тав туса......
Пĕтĕм тĕнчери ташă кунĕ Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ республикăри ташă ушкăнĕсемпе чăваш ташшине сума сăвакансемшĕн пысăк уяв туса пачĕ!
Шупашкарти Туслăх çуртĕнче кăçалхипе 2-мĕш хут «Чăваш ташши илемĕ» фестиваль йĕркелерĕ.
Паллах, Туслăх çурчĕнче тăрăшакан специалистсем вăй хумасăр та пулман çакă. ЧНК хастарĕсемпе ташă ушкăнĕсем валли фестивале ирттерме тивĕçлĕ майсем туса пачĕç вĕсем.
Уява Чăваш Енри 25 ташă коллективĕ тата ытти регионсенчи (куçăмсăр майпа) тăватă ушкăн хутшăнчĕç. Питĕр хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи В. Гаврилов), Крым Республикинчи ентешсем тата Сарă ту тăрăхĕнчи Балаково хулинчи ача-пăча ÿнер шкулĕ видеокуравпа хăйсен таша номерĕсене ярса пачĕç.
«Чăваш ташши илемĕ» фестивале ЧНК культура комитечĕ «Аваллăха упраса – малашлăха ĕненсе» проектпа килешÿллĕн ирттерчĕ. Комитетра виçĕ профессионал-хореограф: Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина тата Алиса Лукина пулнă май, программăна йеркелесси пĕтĕмпех вĕсем çине тиенчĕ темелле. Хыпар-хăнара темлех сарман пулсан та, уява питĕ пултаруллă ташă ушкăнĕсем хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Эппин, конгресс йĕркелекен мероприятисене халăх килĕштерет.
Ташă уявĕпе саламлама сумлă хăнасем те килчĕç. ЧНК вице-президенчĕсем Анатолий Ухтияровпа Валерий Клементьев, Ыркăмăллăх фончĕн директорĕ Павел Вязов, Туслăх çурчĕн директорĕ Алексей Иванов, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Яковлева, паллă хореографсем Людмила Нянинăпа Владимир Милютин ташăçăсене пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем сунчĕç, чăваш ташши еплерех илемлине палăртрĕç.
Туслăх çуртĕнчи фоере чăваш эрешĕсен куравне ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем Лидия Константиновăпа Роза Степанова йĕркелерĕç. Чăваш тумĕ çинчен каласа паракан куравпа Наталья Захарова-Кульева паллаштарчĕ.
Уява килекен хăнасене Комсомольскинчи «Каçал», Шупашкар районĕнчи «Шордан» юрăпа ташă ушкăнĕсем савăнăçлă кĕвĕпе хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Малтанах пурте Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Людмила Нянина хореографа чысларĕç. Унăн вĕренекенĕсем Людмила Николаевнăна чунтан професси алла илме пулăшнăшăн тав турĕç.
Шупашкар районĕнчи «Сурпан», «Шордан», Комсомольскинчи «Каçал», Канашри 6-мĕш шкул, Шупашкар хулинчи Нарспи клубри «Сарпике», 61-мĕш шкулти «Фантазия», 1-мĕш ÿнер шкулĕнчи «Вдохновение», «Ассорти», Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи «Илемпи», культура училищинчи «Радость», Етĕрнери «Надежда», Красноармейскинчи «Взгляд», Шăмăршăри «Антонина», «Шемуршиночка», Патăрьелĕнчи «Вдохновение» ушкăнсем чăннипех те чăваш ташшин илемне ытармалла мар кăтартрĕç.
Пурте вĕсем ЧНК хатĕрленĕ дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Ташă уявĕ анлă та савăнăçлă иртрĕ.
Фестивале хутшăнакансем унăн пуçламăшĕнче те вĕçĕнче те туслăх кăшăлĕ туса вăйă картинче çаврăнчĕç.
Чǎннипе те - ку пысǎк уяв!
Кашни ҫын пуль ҫакна халь туять.
ҫак куна, тӗрӗсне каласан,
ахальтен шутласа кǎларман:
вӗрентет вǎл савма чǎваш ташшине
упрама кив йăла – йӗркене!
Зоя Яковлева, ЧНК пресс-служба ертÿçи.
(автор сăнÿкерчĕкĕсем)










































