Паян Валерий Иовлев режиссёрпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă

07.05.2019 15:07 | просмотров: 2015
Паян Валерий Иовлев режиссёрпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, режиссер тата «Мумук» рольне калӑпланӑ Валерий Иовлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки унӑн хӗрӗ Наталья Иовлева «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ Валерий Иовлевпа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 13-14 сехетсенче сывпуллашнă.

Валерий Васильевич 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1970-1990 ҫулсенче Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, вун-вун роле калӑпланӑ. Чылай ача ӑна «Чӑваш Ен» ПТРКпа пынӑ кӑларӑмри Мумук пек астӑвать.

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: 

Софья Савнеш: Паян Валерий Иовлев режиссер пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Наталья Иовлева (Кулай) страници