Геронтий НИКИФОРОВ: ЭЛКЕРĔН ÇАВРА ÇУЛНЕ ПАЛЛĂ ТУРĔÇ

23.05.2019 14:12 | просмотров: 1728
Геронтий НИКИФОРОВ: ЭЛКЕРĔН ÇАВРА ÇУЛНЕ ПАЛЛĂ ТУРĔÇ

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Семен Васильевич Элкерĕн тăван ялĕнче Пысăк Упакассинче «Асран кайми Элкер сăнарĕ» литература фестивалĕ иртнĕ. Чăваш халăх культуринче паллă йĕр хăварнă халăх поэчĕ Çемен Элкер 125 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ республика уявне филологи наукисен кандидачĕ, профессор Виталий Родионов ертсе пыракан пысăк делегаци Шупашкартан килсе çитнĕ. Хăнасен йышĕнче писательсем, гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем, Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем, артистсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем пулнă. Шупашкарсене Пысăк Упакасси ялне пырса кĕнĕ çĕрте «Кушлавăш уйĕ» лапамри Элкер хурăнлăхĕ аллейинче фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Унтан пурте пĕрле яла аннă, Элкер çуралнă кил умĕнче чарăннă. Чăваш халăх поэчĕ çуралнă пÿрчĕ çук ĕнтĕ. Халĕ ун вырăнĕнче çĕнĕ кирпĕч çурт ларать. Кунта Семен Васильевичăн тăванĕ Элкер çемйин йăх тымарне малалла аталантарса пурăнать. Çав кил патĕнче поэта хисеплесе лартнă чул палăк умĕнче митинг иртнĕ. Митинга Йĕпреç район, хула тата ял тăрăхĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ертÿçĕсем, поэт тăванĕсемпе çывăх çыннисем, Шупашкар хăнисем хутшăннă, тухса калаçнă, палăк патне чĕрĕ чечексем хунă. Çак чыслав хыççăн уяв халăхĕ Элкер ячĕпе хисепленекен шкул картишĕнчи поэт бюсчĕ патĕнче чарăнса илнĕ. Кунта та çыравçа сума суса чечексем хунă.

Халăх поэчĕн çавра çулне халалланă литература фестивалĕ Элкер ячĕллĕ шкулта иртнĕ. Поэта сума суса килнисем шкулăн анлă алкумĕнче «Элкер çăлтăрĕ çутат!» кĕнекесен куравĕпе паллашнă хыççăн музейра пулнă. Кунта поэт усă курнă япаласем, унăн ал çырăвĕсемпе кĕнекисем, тус-юлташĕсемпе тăванĕсем патне янă çырусем, сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Музейпа паллашнă хыççăн хăнасем, районти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем, шкул ĕçченĕсем, ачасем, ял халăхĕ акт залне пухăннă. Музыкăпа поэзи уявне Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов уçнă. Вăл Çемен Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине чыслама мĕнле хатĕрленни, халăх поэчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхĕ пархатарлă, çыравçăн шухăшĕсем, сăввисем пирĕнпе яланах пĕрле пулни, вĕсем паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатманни, канăçсăр поэтăн ырă ятне малашне те упраса пурăнасси çинчен каланă. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, литература тĕпчевçи, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентекенĕ Виталий Родионов, Вăрнар районĕн Кушлавăш текен вун икĕ ял йышне кĕрекен Хураçырма ялĕнче çуралнăскер, Çемен Элкер пултарулăхне 1974 çултанпа тĕпченине пĕлтернĕ. Вăл кăçал сумлă поэт çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа ун хайлавĕсене çĕнĕлле хак парса «Çемен Элкер» тĕпчев ĕçĕн пуххине кăларнă, ăна тăхтавра уява пынă халăха парнеленĕ.

Уяв йĕркипе Йĕпреç хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Майоров, Йĕпреç хула администраци тăрăхĕн пуçлăхĕ Герман Ерилеев, тавра пĕлÿçĕ Нина Ерилеева, çыравçăсем Лидия Филиппова, Улькка Элменĕ, Раиса Воробьева, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, артист Геннадий Кириллов, тĕпчевçĕ Вячеслав Ендеров, «Йĕпреç ентешлĕхĕ» культурăпа общество пĕрлĕхĕн ертÿçи Антонина Краснова тухса калаçнă. Вĕсем Çемен Элкер пултарулăхне пысăк хак панă, шкула, библиотекăна çĕнĕ кĕнекесемпе хаçат-журнал парнеленĕ, «Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина тата «Элкер вулавĕ» конференци çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланă. Уявăн чаплă самантĕнче Пысăк Упакасси шкулĕн ачисене çамрăк элкерçĕсен йышне илнĕ. Çамрăк элкерçĕсем атте-аннене Çемен Элкер пек хаклама, чăваш чĕлхине юратса вĕренме, вĕренÿре хастар пулма, поэт ятне яланах çÿлте тытма, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма тупа тунă.

 «Асран кайми Элкер сăнарĕ» литература фестивалĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем «Хĕн-хур айĕнче» поэма сыпăкне лартса пани, вĕсемех ташша илтерни, Пысăк Упакассин «Кушлавăш уйĕ» фольклор ушкăнĕ, Антонина Краснова юрăсене илемлĕ шăрантарни, çамрăк сăвăçсем сăвăсене лайăх калани кăмăла çĕкленĕ, пурне те савăнтарнă.

Геронтий НИКИФОРОВ,

 Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи

Фотографии