КИТАЙ: ЧӐВАШСЕМ ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ЭРЕШСЕМПЕ ТУМСЕН ФЕСТИВАЛЬНЕ ХУТШӐННӐ

24.08.2017 13:19 | просмотров: 877
КИТАЙ: ЧӐВАШСЕМ ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ЭРЕШСЕМПЕ ТУМСЕН ФЕСТИВАЛЬНЕ ХУТШӐННӐ

Нумаях пулмасть вӗсем Китайри Хулумбир хули ҫывӑхӗнчи Хайлар провинцийӗнче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери эрешсемпе тумсен фестивальне хутшӑннӑ.

Унта аякри йӑхташӑмӑрсем тивӗҫлипех палӑрнӑ. Китайри курава ҫитнӗскерсене ылтӑн турилккепе, дипломпа чысланӑ. Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине ҫав фестивале хутшӑнма Этнодизайнерсен Евразири ассоциацийӗ пулӑшнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск тӑрӑхӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем Байкал кӳлли хӗрринче, «Тальцы» уҫӑ сывлӑш айӗнчи музей комплексӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Галина Никитина

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чăваш халăх сайчĕ.