"Чăваш Ен" ПТРК: Вӑл музыка асамлӑхӗпе ҫынсене тыткӑнлама пӗлнӗ

06.08.2019 11:24 | просмотров: 1137
"Чăваш Ен" ПТРК: Вӑл музыка асамлӑхӗпе ҫынсене тыткӑнлама пӗлнӗ

Чӑвашсен паллӑ композиторӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Музыка классикне халалласа наци библиотекинче асӑну каҫӗ иртрӗ. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин

"Юрӑпа ирттертӗм пурнӑҫа" тенӗ хӑй пирки Анисим Асламас. Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра кун ҫути курнӑ чӑваш ачи пӗчӗкренех тӑван халӑхӑн культура пуянлӑхне ӑша хывса ӳснӗ. Вӑл вӑхӑтра ялсенче юрра-ташша вӗренесси йывӑр пулман. Кашни килте тенӗ пекех каҫсерен улах ларнӑ, урам тулли ҫамрӑк вӑййа тухнӑ. Ҫак пуянлӑха профессиллӗ шайра тата ытларах аталантарас шухӑшлӑ Анисим Васильев 13 ҫула ҫитсен Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Тепӗр 4 ҫултан вӑрҫӑ тухнӑ. 1945-мӗшӗнче какӑр тулли орден медальлӗ салтак Киев консерваторине вӗренме кӗнӗ. Ӑна пӗтерсен, 1955-мӗш ҫулта Мускав консерваторине те ҫитнӗ. Тӗлӗнмелле пуян пӗлӳпе тӑван тӑрӑха таврӑнсан чӑвашсен профессиллӗ музыкине никӗслекенсемпе тан ҫанӑ тавӑрсах тӗрлӗ хайлав кӗвӗлеме пуҫланӑ.

Анисим Васильевич инструментпа каламалли жанрсемпе пысӑк хайлавсем ҫырнӑ. Тӑван кӗвӗ-ҫемӗ картинчен тухмасӑр чӑвашла оперӑсем, хорсем валли янравлӑ музыка хайланӑ.

Анисим Васильевич ҫут тӗнчерен 2000-мӗш ҫулта уйрӑлса кайнӑ. Асӑну каҫне пухӑннисем вӑл чӑваш музыкин никӗслевҫисенчен пӗри пулнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулӑва композиторӑн пултарулӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлекенсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӑванӗсем те ҫемйисемпех килнӗ. Пурте хӗпӗртесе калаҫрӗҫ.

Асламаса чӑвашлӑх туртӑмӗ пултарулӑхра пулӑшса кӑна пынӑ. Пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе туслаштарса ҫитӗнӳсем патне илсе пынӑ. Музыка асамлӑхӗпе вӑл ҫынсене тыткӑнлама пӗлнӗ.

Тӗрлӗ оркестр валли пысӑк калӑплӑ хайлавсем ҫырнӑ композиторӑн ачисемпе мӑнукӗсем те музыка сывлӑшӗпех ӳснӗ. Мӑшӑрӗ юрӑҫ пулнӑ. (Алексей ывӑлӗ вара - дирижер-пианист, икӗ ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ.) Асӑну каҫне музыка вӗрентекенӗнче тӑрӑшакан Татьяна хӗрӗ тата Чехире ӗҫлесе пурӑнакан мӑнукӗсем илемлетрӗҫ. Аякра пулсан та, тӑван кӗвӗ-ҫемӗ картинчен тухмасӑр хальхи музыка шыравӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Республикӑпа пӗрлех Европа искусствине пуянлатакан йӑхӑн ҫитӗнӗвӗсем малашне те пысӑклансах пырӗҫ.

Сюжет: http://chgtrk.ru/news/23943