Владимир Карсаков теле- тата кинорежиссёра юлашки çула ăсатма каятпăр

Авӑн уйăхĕн 2-мӗшӗнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă теле- тата кинорежиссёр Владимир Карсаков пирĕнтен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Ăна юлашки çула ăсатма авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче киноÿнерçĕсем тата унăн вĕренекенĕсем 8:30 сех. "Городские Ритуальные услуги" АО (Шупашкар, Граждан урамĕ, 19 çурт) пуçтарăнаççĕ, кайран çуралса ÿснĕ ялне çул тытĕç.
Владимир Федорович Карсаков 1961 ҫулхи авӑн уйăхĕн 10-мӗшӗнче Патӑръел районӗнчи Чӑваш Ишек ялĕнче ҫуралнӑ. Пӗлӗвне Хусанти культурăпа искусство институтĕнче илнӗ. Чӑваш телекуравӗнче 13 ҫул ӗҫленӗ. Владимир Карсаков — «Сурӑм хӗрӗ», «Аннене анне тееҫҫӗ», «Туса лартăп шурă çурт» тата ытти чӑваш фильмĕсен авторӗ. Юлашки çулсенче, чăваш киноÿнерĕн тĕнчине аталантарас тесе, Чăваш Республикин культурăпа искусство институтĕнче Наци кадрĕсене хатĕрлес ĕçре вăй хунă.
Хыпара çакăнтан илнĕ: КИНЕМАТОГРАФИСТСЕН ПĔРЛЕШĔВĔ: Владимир Карсаков теле-кинорежиссёра юлашки çула ăсатма каятпăр
