Чăваш Ен виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине анлă паллă тăвать

06.09.2019 09:33 | просмотров: 1155
Чăваш Ен виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине анлă паллă тăвать

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче халăх йышлăн пухăннă, уяв митингне ку хутĕнче космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ.

 Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, сумлă ентешĕмĕр Андриянăн хĕрĕ Елена Терешкова, Совет Союзĕн Геройĕ  Александр Баландин, Раҫҫей геройĕсем: Олег АртемьевАндрей БорисенкоПавел ВиноградовНиколай Гаврилов, Евгений Борисов тата ытти хăнасем чылайăн пухăннă.  Паянхи мероприятине  обществăлла ĕҫе хастар хутшăнакансем те сахал мар пуҫтарăннă. Шкул ачисемпе асăннă муниципалитетри шкулта ĕҫлекенсем курма пынисене тĕрлĕ ăсталăхсем кăтартса панă.

Митинга пуҫтарăннисене чи малтан ăшшăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, легендарлă космонавтăн тăван тăрăхне килсе ҫитнĕ мĕнпур хăнасене ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Андриян Григоревич Николаевăн ячĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Вăл тĕнче уҫлăхне вĕҫсе пурне те тĕслĕх кăтартса пама пултарчĕ. Вĕҫевҫĕ яланах пуринпе те тарават та ăшпиллĕ ҫын пулнă. Унăн паттăр ĕҫĕ пурин асăнче те ĕмĕрлĕхех тăрса юлчĕ. Ҫитĕнекен ăру ентешĕмĕрĕн ĕҫне ăша хывма тăрăшать. Унăн чăнлăхĕ, пурнăҫа юратни, хастар та ĕҫчен пулни пурсăмăра та ҫитĕнӳсем патне туртăнма витĕм кӳреҫҫĕ»,  палăртнă регион Ертӳҫи.  Андриян Григорьевич, унăн ĕçтешĕсем космосра пурнăçланă ĕçсем паян çĕршыв экономикине, оборонине çирĕплетме пулăшаççĕ. Эсир те, ачасем, малалла ăнтăлăр, ĕçлĕр, тĕнче уçлăхĕнче е ытти отрасльте пирĕн ентеш пек паттăрлăх кăтартăр тенĕ вăл.  

Чăваш Енĕн сумлă ҫыннине   асăнса кашни ҫулах курăмлă мероприятисем ирттереҫҫĕ. Кăҫал Андриян Григоревич Николаева хисеплесе Шупашкарти аэропорта та унăн ятне панă.  

«Атте пурăннă яла кашни ҫул пĕтĕм кăмăлтан килетĕп. Пур-пĕрех чун-чĕре хавхаланать. Пăлханасси те хальлĕхе пур-ха хамра. Яланхи пекех Чăваш Енре янкăр та ăшă ҫанталăк тăрать ҫак кунсенче. Мана питĕ кăмăллă, эсир аттене асра тытни, ăна хисеплесе республика шайĕнче сумлă мероприятисем йĕркелени», – тесе палăртса каланă космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова.  

Сĕнтĕрвăрринче Андриян Григоревича халалласа аслисемпе ачасем валли чылай мероприяти плана кĕртсе йĕркелесе иртереҫҫĕ.

«90 ҫул ҫитнине халалласа 90 ыйту» интернет-викторина ҫĕнтерӳҫисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Елена Терешкова дипломсем парса чысланă.  «Андриянăн ҫул-йĕрĕпе» квест-вăййисенче мала тухнисене те саламланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсем тума вăй-хал суннă. СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Александр Баландин тата Чăваш Республикин, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Раҫҫей Геройĕ Николай Гаврилов митинга пухăннисене тав туса, ентешĕмĕр ҫинчен ырăпа асăнса хăш-пĕр самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Вăл чăнласах та, тĕнче шайĕнче палăрса Чăваш Ен ятне ҫӳле ҫĕкленине каланă.  

«Ăшпиллĕх, ҫынна хисеплеме, юратма пĕлни – шăпах та чăвашлăха ҫирĕплетеҫҫĕ», - тенĕ Александр Баландин.  

Николай Гаврилов вĕҫевпе пурнăҫа ҫыхăнтарни – Андриян Николаева пула пулса тăнине асăннă. Авиацине те шăпах та, ентешĕмĕре хисеплесе суйласа илнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Анжелика Егоровăпа А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан Мемориаллă комплексăн наука уйрăмĕн ертӳҫине Михаил Семенова нумай ҫул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн, музей ĕҫне пысăк тӳпе хывнăшăн юбилей медалĕпе наградăланă паян. Летчикăн вилтăпри ҫине хăнасем чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă.  

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Андриян Николаев Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.  Вăл тăрăшнипе сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнине те палăртнă Ертӳҫĕ. Заводсем, хуҫалăхсем ентешĕмĕр тăрăшнипе кĕрлесе кăна тăнă тенĕ вăл.   

«Вăл ҫав тери мăнаҫлă та пысăк тавракурăмлă ҫын.  Эпĕ, хăй вăхăтĕнче хуҫалăх ертӳҫи пулса ĕҫленĕ. Техника таврашне туянма ҫав тери кăткăс вăхăтсем пулнă ун чухне.  Андриян Григорьевич Шупашкар районĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăну ирттернĕччĕ. Эпĕ, шăпах та ун патне пырса техника кирлĕ пирки шухăша пĕлтертĕм. Вăл вăраха вăхăта тăсмасăрах, манăн ыйтăва татса пачĕ. Автокран тата автомашина Янăшсем тӳрех илчĕҫ. Кун пирки паянхи кун та вăл поселенинче пурăнакансем аса илеҫҫĕ. Пĕчĕк тĕслĕх кăна тейĕпĕр, анчах та вăл ҫын пирки ырă пулнине палăртать», – тесе шухăша пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Чăваш Ен виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине анлă паллă тăвать

Новость на русском языке: Кабинет Министров Чувашской Республики: Чувашия отмечает 90-летие со дня рождения дважды Героя Советского Союза, летчика-космонавта СССР Андрияна Николаева