Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ „Гора самоцветов“ ярăмăн хăш-пĕр юмахĕсене чăвашла куçарчĕ

12.09.2019 13:00 | просмотров: 1090
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ „Гора самоцветов“ ярăмăн хăш-пĕр юмахĕсене чăвашла куçарчĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Анимационная студия „Пилот“ Александра Татарского» пĕрлешÿ хатĕрленĕ „Гора самоцветов“ ярăмăн хăш-пĕр юмахĕсене чăвашла куçарчĕ. Вĕсен шутне вырăс халăхĕн юмахĕ „Ăслă хĕр“ (Умная дочка), пушкăрт халăхĕн юмахĕ „Тăлăх тилĕ“ (Лиса-сирота), беларуç халăхĕн юмахĕ „Улпут лаша пулни пирки“ (Как пан конём был), мăкшăсен юмахĕ „Мĕн тăвас, е Кукăрăш“ (Что делать или Куйгорож) кĕчĕ.  Юмахсен чăвашла тексчĕсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ Валентина Иванова, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, „Кĕмĕл перо“ Гран-при çĕнсе илнĕ Александр Степанов вуланă.

Юмахсене çак ссылкăсемпе кĕрсе курма пулать:

„Улпут лаша пулни пирки“ –  https://youtu.be/SKMM_qmSCoE 

„Ăслă хĕр“ –  https://youtu.be/ZyOahhtnLZI

„Тăлăх тилĕ“ –  https://youtu.be/ShE4Qe4jQJk

„Мăн тăвас, е Куйкăрăш“ – https://youtu.be/75RGUQWk5KU

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Чăвашла юмахсем курса савăнар!