Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновск хулинче иртнĕ ҫемье Фестивалĕнче мала тухнă Черновсемпе тĕлпулу ирттернĕ

17.09.2019 09:10 | просмотров: 1082
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновск хулинче иртнĕ ҫемье Фестивалĕнче мала тухнă Черновсемпе тĕлпулу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче нумай ачаллă ҫемьепе тĕлпулу ирттернĕ.  Шупашкарта пурăнакан Черновсем Ульяновск хулинче авăн уйăхĕн 13-14-мĕш кунĕсенче иртнĕ ҫемйесен финалĕнче ыттисене кая хăварса призер ятне ҫĕнсе илнĕ.  

Ирина тата Николай Черновсем пĕрле килĕштерсе шăкăл-шăкăл 13 ҫул пурăнаҫҫĕ, тăватă ача пăхса ҫитĕнтереҫҫĕ. Ҫемйере пĕрне-пĕри хисеплени, пулăшни куҫкĕретех. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче те ҫакă питĕ лайăх палăрса тăнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те мăшăр туххăмрах татса пама пикенет. Кил ăшшине тытса пырасси вĕсен тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Ҫемйери кашни ҫын республика шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрать. «Ҫулталăк ҫемйи – 2019» конкурса вĕсем муниципалитет шайĕнче мала тухнă, финал ăмăртусене хатĕрленеҫҫĕ.  Ульяновскра иртнĕ конкурсра Черновсем чăвашсен йăли-йĕрки пирки тарăн кăтартса пама пĕлнĕ, ҫемье йĕркисемпе паллаштарнă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен авалтан упранса пынă, хăйсен ашшĕ-мăшĕсем вĕрентнĕ ĕҫсене вĕсем ăша хывса пурăннине хыпарланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫемьене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, республика чысне хӳтĕленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ачасене юратса, тĕрĕс тĕкел ура ҫине тăратнăшăн ырланă.    Ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче асăннă ҫемье.

«Чăвашсен хитре кĕписене эсир тăхăннă. Чăвашлăха юратни курăнать. Йăла-йĕркене тытса пыни   пушшех те пурсăмăра та хавхалантарать. Раҫҫей культурин уйрăлми пĕр пайĕ ҫакă. Обществăра кăмăллă ҫемйесем нумайрах пулсан, пурăнма та аван. Пур ҫĕрте те тăнăҫлăх хуҫаланĕ, обществăлла политика лару-тăрăвĕ те пĕр тикĕс лайăх вăй илсе пырĕ.  Пирĕн пурне те пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнма вĕрентмелле, ҫитĕнекен ăрăва та тĕрĕс воспитани парса пымалла», - тесе чĕнсе каланă   Михаил Игнатьев.    

Ҫамрăк мăшăр Черновсем республика Пуҫлăхне патшалăх енчен пысăк тĕрев панăшăн тав тунă, социаллă пĕлтерĕшлĕ мĕнпур ҫăмăллăхсене вăхăтра илсе пынине хыпарланă вĕсем.  Ачасенчен - аслисем шкулта тӳлевсĕр апат ҫиеҫҫĕ, ача садне  тӳлевсĕрех ҫӳреҫҫĕ, ЖКХа пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн та ҫăмăллăхсем чылай палăртнă ҫемьен.

Николай Чернов амăшĕн капиталĕпе ҫемйен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама май килнине палăртнă.  

«Хваттерлĕ пултăмăр. Тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкне те илтĕмĕр. Хамăр тĕллĕн пурăнмалли ҫурт лартас ĕмĕт пур», - тесе пĕлтернĕ ҫемйене тытса пыраканĕ. Амăшĕ - Ирина Чернова,  вара хăйĕн сăмахĕнче медицина пулăшăвĕсемпе те кăмăллă пулнине савăнса пĕлтернĕ.    

Нумай ачаллисене патшалăх енчен пулăшупа тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ку енĕпе ӳлĕмрен те регионта курăмлă ĕҫсем пулса пырĕҫ. Малашнехи ĕҫсенче ҫамрăк мăшăра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма, юратăва упрама, ҫемье ăшшине ӳлĕмрен те тытса пыма чĕнсе каланă, пурне те сывлăхлă пулма, ырă туйăмпа ялан пурăнма суннă республика Пуҫлăхĕ.      

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновск хулинче иртнĕ ҫемье Фестивалĕнче мала тухнă нумай ачаллă Черновсемпе тĕлпулу ирттернĕ