Арти Рита. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ // Чăваш хĕрарăмĕ. - 2019. - Юпа/октябрь, 21.

Арти Рита. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ // Чăваш хĕрарăмĕ. - 2019. - Юпа/октябрь, 21.
Ÿссе çитсен, кайăк чĕпписем пек, пурте атте-анне килĕнчен вĕçсе тухса каятпăр. Ачаран тĕвĕленнĕ пуçра çак шухăш. Анчах та манăн, ах, каяс килместчĕ хулана. Çук, çывăх çыннăмсен хÿттинче ăшă та хăтлă пулнипе кăна мар. Вулакан пуçне темĕн чухлĕ çĕмĕрсен те сăлтавне тупаяс çук, çавăнпа асаплантармасăр тÿрех калам — йăлтах… ĕнепе çыхăннă. Ара, хулари хваттерте усраймастăн вĕт-ха ăна. Сĕт-турăхне, чăн та, лавккара та туянма пулать-ха, апла тăк, ĕнине усрамасассăн та юрать. Анчах та ырри, ĕне ырри! Ăна лавккара сутмаççĕ. Эпĕ вара ăна вилсе каясла юрататăп. Ĕне ырри çимесĕр мĕнле ирттерес ĕмĕре? Республикăран тата регион тулашĕнчен килнĕ чи маттур та пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсен тупăшăвне пăхса вĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ май шăпах аса килчĕ те пархатарлă çак çимĕç.
Чăваш наци конгресĕн хĕрарăмсен комитечĕ кăçал пĕрремĕш хут, тÿрех — регионсен шайĕнче, «Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп» конкурс-фестиваль йĕркеленĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕн кунне — ăна юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ — халалланă. Унта республикăри районсемсĕр пуçне Чĕмпĕр, Пенза, Ленинград облаçĕсенчен тата Пушкăртстанран килнĕ хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Çемье ăшшин управçисеммалтанах хăйсем чăнласах тĕпел ăстисем иккенне ĕнентерме тăрăшрĕç. Пушкăрт Республикинчи Пăслăк ялĕнчен çитнĕ Ирина Игнатьева куракан кăмăлне пыллă сăрапа çавăрчĕ. Çавăн пекех пушкăрт тăрăхĕнчи апат-çимĕç, йăва, тултармăш илсе килнĕ вăл.
Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчен килнĕ Ева Петрова — вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи. «Чăваш апачĕ — сĕт-турăх, çĕр улми — пулсан урăх мĕн кирлĕ пире?» — тет вăл çав вăхăтрах тăварланă кăмпа, купăста, пан улмипе пĕçернĕ хур тутанса пăхма сĕннĕ май. Тутлă пĕçерме вара «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пичетленекен рецептсем пулăшнине пĕлтерет. Алевтина Челнокова Тутар Республикинчи Элмет тăрăхĕнчен 8 çул каялла Ленинград облаçне куçса кайнă, трамвай кондукторĕнче ĕçлет. Вăл хуплу пĕçерсе килнĕ. Канашсем — чăкăтпа, Муркашсем тăпăрчă икерчĕпе жюри кăмăлне çавăрма ĕмĕтленеççĕ. Ытти район сĕтелĕ те пуян çимĕçпе авăнса тăрать…
Уява уçнă май ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тĕпел хуçи хĕрарăм пулнине палăртрĕ. Тĕпелте — вучах, çавăнпа унта ăшă, хĕрарăм та, ахăр, çавăнпах ăшăлăх палли. Чăваш Республикинчи Халăхсен ассамблейин ертÿçи Лев Кураков хăйĕн сăмахĕнче пирĕн хĕрарăмсем пеккисем урăх ниçта та çуккине çирĕплетрĕ. Чăваш тĕрри, çи-пуçĕ, çаплах ĕнтĕ, урăх ăçта пултăр? Çавăн пекех çемье телейĕн вăрттăнлăхне те палăртрĕ вăл: «Хĕрарăм вăрçать-и? Апла тăк, хирĕç йăл кулăр кăна, мăшăра чуп тума ан манăр — вара çемьере яланах килĕшÿ хуçаланĕ». Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова конкурсанткăсене ăнăçу сунчĕ. Конкурса хутшăнни хăех çитĕнÿ пулнине палăртрĕ те Алевтина Николаевна, килĕшмеллех унпа. Кашни чăваш хăй патша пулсан /çапла калама юрататпăр вĕт эпир/, фестивале хутшăннă кашни хĕрарăм хăй — пĕр тĕнче. Пур енчен те, анчах та хăйне май, пултаруллă вĕсем, кашниех 2-3 ача амăшĕ. Хăйсемпе тата çемйисемпе паллаштарнă май уçăмланчĕ çакă. Хастарскерсем ку таранччен те тĕрлĕ конкурса хутшăнса дипломсемпе хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Аллисем — ăста, чĕлхисем — сăнарлă. «Кĕрхи çил эрешмен картине салатнă пек йывăр шухăшсене сиртĕр, кĕрхи çумăр çуса тасаттăр», — тет хăй чăнласах çут çанталăк ырлăхĕнче киленнипе çырлахмасăр ăна сăнама юратнине çирĕплетсе Ева Петрова. Хăшĕсем вара хăйсем кăна ăнланакан сăмахсемпе те усă курчĕç. Ирина Игнатьева «нăклă» хуçалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Сĕнтĕрвăрринчен çитнĕ Ирина Кудряшова вара çуллахи ĕçпе паллаштарнă май «шăрăхса вилетĕп пуль» тесе пăшăрханчĕ.
Хĕрарăмсем хăйсен тăрăхĕнче упранса юлнă халăх йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартрĕç: туй, ĕне ырри, ача чăкăчĕ, ача çурални… Кăсăклă самантсене те асăнчĕç хĕрарăмсем. Сăмахран, хушпу тăрăх хĕрарăм миçе амăшĕ пулнине пĕлме пулать иккен. Ĕне ыррине вара кÿршĕ-аршăпа пĕрле пухăнса çинĕ. Хăнасенчен кашниех çăкăрпа пынă. Ача çуралсан ун ячĕпе чÿк тунă май шуратнă çăка патакĕпе çăмарта ватнă. Таканана укçа янă — пуян пултăр. Пуç айне хачă хунă – лăпкă çывăртăр. Çамки çине хĕрес хывнă — куç ан ÿктĕр. Тин çуралнă ачана хăвăртрах ят пама васкатать эпи карчăк: «Этем васкамасан — шуйттан ят хурса кайма пултарать». Шупашкар районĕнчен килнисем асламăшĕ вĕрентсе хăварнине пухăннисем патне те çитерчĕç: «Кăшарнире алăк, чÿрече çине хĕрес хывмалла, Мăнкунра — çĕнĕ, Çимĕкре таса кĕпе-йĕм тăхăнмалла». Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнисем хăйсем ача чăкăчĕн йăлине халĕ те пăхăннине каларĕç. Конкурсăн пултарулăх пайĕнче те хĕрарăмсем пĕри тепринчен маттуртарах пулнине ĕнентерчĕç. Çапах та Надежда Никоноровăна çитекен пулмарĕ. Канашри Кăшнаруйран килнĕскер каласа кăтартнă май такмакларĕ, «Хĕлхем» ушкăнпа пĕрле юрларĕ — сăмахĕсем йăлт «к» саспаллирен пуçланакан текста хĕрарăм хăй хайланă. 75 çултискер шÿтлеме те ăста. «Хам клубра пĕр кун та ĕçлесе курман, çапах та пирĕн йăхăн культура тытăмĕнчи ĕç стажĕ 100 çултан та иртрĕ», — çакна хĕрарăм шÿтлемесĕрех пĕлтерчĕ.
Хыпара çакăнтан илнĕ: Арти Рита. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ // Чăваш хĕрарăмĕ. - 2019. - Юпа/октябрь, 21.
