Чăваш кĕнеке издательствинче Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕн Кирилăн «Пурнăç çинчен: çамрăксемпе калаçни» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ

31.10.2019 12:35 | просмотров: 1029
Чăваш кĕнеке издательствинче Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕн Кирилăн «Пурнăç çинчен: çамрăксемпе калаçни» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕн Кирилăн «Пурнăç çинчен: çамрăксемпе калаçни» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна Шупашкар тата Чăваш епархийĕн издательство канашĕ пичете сĕннĕ. Чăвашла куçараканĕ ‒ О.И. Печников, редакторĕ ‒ В.Н. Алексеев, ÿнерçи ‒ Д.В. Литаврин. Кĕнеке 1500 экземплярлă тиражпа кун çути курнă.
Мĕн-ши вăл пурнăç? Этемшĕн чи кирли мĕн? Шухăшĕ-ĕмĕчĕ ăна ăçталла туртать? Хальхи çамрăксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл хуравланă. Кĕнекере пилĕк сыпăк: «Мĕн вăл пурнăç?», «Телейпе ирĕклĕх çинчен», «Ĕненĕвĕн хÿтлĕхĕ», «Юрату законĕ», «Пурнăçри компас».
Кăларăм авторĕ калаçăва французсен физикăпа философи классикĕн Блез Паскалĕн сăмахĕсемпе пуçлать: «Пирĕнпе тамăк тата пирĕнпе тÿпе хушшинче çут тĕнчери чи черченкĕ япала ‒ пурнăç кăна». Çамрăк чух çын пурнăç черченлĕхĕ пирки питех пуç ватмасть, ăна малашлăх илĕртет, пуласлăх ялан çутă та хĕвеллĕ пулассăн туйăнать. «Ÿссе çитĕнсе кăткăс ыйтусемпе тĕл пулсан этем пурнăçри нумай ыйту çине урăхларах пăхса шухăшлама пуçлать». Курăмлă тĕслĕхсем çакнах çирĕплетеççĕ.
Яш-кĕрĕм телейпе ирĕклĕх патне те ăнтăлать мар-и? «Çакна ăспа тата чĕрепе туйса тăмалла: ырăсăр телей пулма пултараймасть. Çакă вăл пирĕн пурнăç лозунгĕ. Çавăнпа та пĕлĕр: сире кам та пулин телей патне кайма ыррине пăрахăçлакан, ырри патне ăнтăлман çул сĕнет пулсан, ку вăл ‒ суя çул. Ан килĕшĕр унпа, ку илĕртĕве сирĕр», ‒ тесе асăрхаттарать Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл.
Пурнăçра юратусăр та май çук. Вăл этеме тимлĕрех те ăш пиллĕрех пулма, ырă ĕçсем тума хавхалантарать. Анчах чăн туйăма ултавлă илĕртÿрен уйăрса илме çăмăлах мар тепĕр чухне. Ĕмĕтсем çăмăллăн пурнăçланнă чух, тавралла йăлт илемлĕ те çутă пулнă чух усалли пирки, çак ĕлккенлĕх арканма пултарасси çинчен никамах та аса илмест. «Чăн-чăн юрату вăл ырлăх, çамрăклăхпа хитрелĕх, хăтлăхпа яланах ăнăçлă лару-тăру кăна мар, хăвăн пурнăçна юратнă çыншăн пама хатĕр пулни те», ‒ вулатпăр кĕнекере. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă чухне каччăсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ çакăн пирки чухламасть те. Тĕрĕслĕхе йышăнма, йывăрлăхсемпе кĕрешме хатĕр пулманнинчен, пĕр-пĕрне каçарма пĕлменнинчен ытти инкек-синкек сиксе тухать, çемьесем арканаççĕ... Çавăнпа çитĕнекен ăрупа çакнашкал калаçусем ирттерни шутсăр кирлĕ. Тен, кама-тăр йăнăш утăмран сыхласа хăварĕç вĕсем, тен, шухăша ярĕç...
Кĕнекери кашни сăмах ахах-мерчен пек хаклă, чĕрене вырнаçать, ăс-пуçа çутатать. Вулакансем те, уйрăмах çамрăксем, ăна хапăлласа йышăнасса шанас килет.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Кĕнеке издательстви: Çĕнĕ кĕнеке ‒ «Пурнăç çинчен»