"Халăх искусстви – наци пуянлăхĕ". Çакăн пек ятпа ЧР Художниксен союзĕн çуртĕнче регионсен куравĕ уçăлчĕ

01.11.2019 10:35 | просмотров: 1601
"Халăх искусстви – наци пуянлăхĕ". Çакăн пек ятпа ЧР Художниксен союзĕн çуртĕнче регионсен куравĕ уçăлчĕ

"Халăх искусстви – наци пуянлăхĕ". Çакăн пек ятпа паян ЧР Художниксен союзĕн çуртĕнче регионсен хушшинчи курав уçăлчĕ.

«Халăх формачĕ. Халăх искусстви — наци пуянлăхĕ» проект — халăх искусстви енĕпе ĕçлекен художниксен куçса çÿрекен куравĕ. Халăх ÿнер промыслине сыхласа хăварса малалла аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕскер Вăтам Атăл тăрăхĕнчи çак хуласенче — Чулхулара, Хусанта, Саранскра, Йошкар-Олара, Шупашкарта — иртĕ.

Проект тĕллевĕ — наци традици культурисене аталантарасси. Куравăн никĕсĕнче — Чулхула облаçĕнчи ÿнерçĕсен произведенийĕсем. Кашни хуларах курав вырăнти художниксен, проекта хутшăнакансен ĕçĕсемпе, пуянланĕ.

 

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Хыпара çакăнтан илнĕ: СМИРНОВА Надежда. Халăх искусстви – наци пуянлăхĕ // Хыпар. 2019. - Юпа/октябрь, 30.