Г.Н. Волков академика халалланă «Анне ăс пани – культурăллă çынна çитěнтермелли никěс» ăслăлăхпа практика конференцийě иртрě

07.11.2019 10:29 | просмотров: 1230
Г.Н. Волков академика халалланă «Анне ăс пани – культурăллă çынна çитěнтермелли никěс» ăслăлăхпа практика конференцийě иртрě

2019 çулхи юпа уйăхěн 31-мěшěнче Шупашар хулин 12-мěш шкулěнче «Анне ăс пани – культурăллă çынна çитěнтермелли никěс» темăпа регионсем хутшăнса хула ăслăлăхпа практика конференцийě иртрě. Ку конференци историе Г.Н. Волков академика халалланă 7-мěш конференци пулнипе кěрсе юлчě. Ăна кашни çулах Чăваш республикин тава тивěçлě учителě, 12-мěш шкулта класс ертӳçинче ěçлесе чăваш чěлхипе литература вěрентекен А. П. Игнатьева аслă категориллě учитель хатěрлесе ирттерет.

Конференци ларăвне 50 ытла çын хутшăннă.

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: ЧРВИ: Г.Н. Волков академика халалланă конференци