"Варкăш" литература клубĕн хăни ‒ Елен Нарпи çыравçă

18.11.2019 11:11 | просмотров: 1386
"Варкăш" литература клубĕн хăни ‒ Елен Нарпи çыравçă

Ылтăн-хĕрлĕ çулçăсем вĕлкĕшсе тахçанах çĕр çине ÿкрĕç, йывăçсем çаралса юлчĕç, пĕрремĕш юр çуса ирĕлме те ĕлкĕрчĕ. Пĕрре ăшăтса ярать, тепре сивĕ çил кастарать, çумăр пĕрĕхет. Хĕл лариччен ялан çапла вăл.
Ахальтен пуçармарăмăр ку калаçăва. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн членĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Унта Елен Нарпин «Хĕл лариччен» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм 2019 çул пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унта авторăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă повеçĕпе калавĕсем кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, ырăпа усал кĕрешĕвĕ, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем мала тухаççĕ.
«Хĕл лариччен» повесть Сергейпа Элинăн туйăмĕсене çутатса парать. Хĕр чĕринчи юрату хĕлхемĕ савнă тусĕ çемьеленсен те, пике качча кайсан та сÿнмест. Вăл Элинăна асаплантарать, çав хушăрах пултарулăхра çитĕнÿсем тума пулăшать. Композици тĕлĕшĕнчен хайлава хăйне евĕрлĕ калăпланă: вăл икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне арçын ятĕнчен çырнă, иккĕмĕшне ‒ хĕрарăм. Повеçе çырнин историйĕпе уйрăмлăхĕсем çинчен Елена Петровна литература клубĕн хастарĕсене тĕплĕн каласа пачĕ.
Хайлава 2003-2006 çулсенче çырнă тесе палăртнă. Тĕрĕссипе, ăна çулталăкра вĕçленĕ, кайран вара юсанă, чылай улăштарнă. Малтан хайлавăн ячĕ те урăхларах пулнă иккен. «Хĕл лариччен» тени каярахпа пуçа килнĕ. Этем кун-çулĕнчи ĕçсем çутçанталăк улшăнăвĕсемпе çураçăнса тăраççĕ кунта. Çуркуннепе çулла черченкĕ, ешĕл ачалăх-яшлăх вăхăтне пырса тивет пулсан кĕркунне, хĕл ларичченхи тапхăр, пĕтĕмлетÿсем тунипе, ĕçсене вĕçлемелле тенипе шайлашуллă. Повеçе çыриччен Елен Нарпи чăн-чăн тĕпчев ирттернĕ тесен те йăнăш мар. Юлташĕ консультант пулса пурнăçри тĕрлĕ лару-тăру çинчен каласа панă, арçын кăмăл-туйăмне уçса пама пулăшнă.
Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ Ольга Федорова повеçе пысăк хак пачĕ: «Хĕл лариччен» ‒ пуян чĕлхеллĕ, илемлĕ, куç умне чĕрĕ ÿкерчĕк кăларса тăратакан, тавлаштаракан, шухăша яракан психологиллĕ хайлав. Мана уйрăмах ача сăнарĕ кăмăла кайрĕ. Вăл повеçе тытса тăрать. Аслисен суйлавĕ, мĕнлерех йышăну тăвасси йăлтах ун сăмахĕнчен килет».
«Тантăш» хаçат корреспондентне Валентина Селенинăна вара кĕнекери калавсем çивĕч те кăсăклă сюжечĕпе, мистикăллă сĕмĕпе тыткăнланă. «Сетреслу ĕмĕрĕ» хайлав чăннипех çапла пулнă-ши текен ыйту та çуратнă. Елена Петровна ку калав çуралнин вăрттăнлăхне уçрĕ. Ăна вун тăхăр çулта çырнă-мĕн. Фольклор экспедицийĕнче пулни, ватăсенчен юмах-халап çырса илни, тĕлĕнтермĕш ĕçсем çинчен каласа паракан историсемпе кăсăкланни хăйне те çакăн евĕрлĕ хайлав шăрçалама хистенĕ. Н.В. Гоголĕн «Вий», А.К. Толстойăн «Встреча через триста лет», «Упырь» произведенийĕсемпе паллашни те витĕм кÿнĕ иккен. «Ку тĕнче кăна мар, урăх тĕнче пуррине те пĕлес килнинчен мистикăллă калавсем çуралнă», ‒ терĕ Елена Петровна.
Станислав Отрыванов таврапĕлÿçĕ тата çыравçă «Хĕл лариччен» кĕнекери хайлавсем туйăмлăхпа уйрăлса тăнине палăртрĕ. «Кун пек пĕр арçын та çыраймĕ. Арçын характерне тĕрĕс уçса пани тĕлĕнтерчĕ», ‒ терĕ Станислав Гурьевич.
«Варкăш» литература клубне çÿрекенсем ăшă тĕлпулупа çав тери кăмăллă юлчĕç, Елен Нарпие илемлĕ хайлавсемшĕн тав турĕç, çыравçăран автограф илчĕç. Çитес ларура Раиса Воробьевăн «Асамлă вăрманта. В волшебном лесу» сăвăсен пуххине пăхса тухма палăртрĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть пичетленсе тухрĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Кĕнеке издательстви: «Варкăш» литература клубĕн хăни ‒ Елен Нарпи çыравçă