Александрова Вера. «Нечкэбил» конкурс финалӗнче – чăваш çемйи. Максимовсемшӗн сасăлатпăр! // Сувар. - 2011. - Чÿк/ноябрь, 17.

20.11.2019 10:17 | просмотров: 1291
Александрова Вера. «Нечкэбил» конкурс финалӗнче – чăваш çемйи. Максимовсемшӗн сасăлатпăр! // Сувар. - 2011. - Чÿк/ноябрь, 17.

Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Татьяна Владимировна Максимова – «Нечкэбил» конкурс финалӗнче! Сасăласа çӗнтерме пулăшар маттур чăваш хӗрарăмне!

Тутарстан Республикинче çулсерен иртекен «Нечкэбил» амăшлăх илемӗпе çемье конкурсӗн кăçалхи финалӗччен шутлă кунсем юлчӗç. Çитес эрнекун, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, Хусанти В.Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче (Копылов урамӗ, 2А çурт) конкурса пӗтӗмлетӗç. Финала тухнă 12 хӗрарăмран чи пултаруллине суйласа илӗç. 

Конкурс финалӗнче кăçал пултаруллă та маттур чăваш хӗрарăмӗ пур – Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Татьяна Максимова. Айтăр-ха, хисеплӗ вулаканăмăрсем, ентешӗмӗре хамăр сасса парса хавхалантарар. Татьянăшăн çак каçăпа куçса https://vk.com/photo-38301179_457270523 ноябрӗн 20-мӗшӗнчи 12.00 сехетчен сасăламалла. Сассăрсене ан шеллӗр, туссем! 

 

Хыпараçакăнтан илнĕ: Александрова Вера. «Нечкэбил» конкурс финалӗнче – чăваш çемйи. Максимовсемшӗн сасăлатпăр! // Сувар. - 2011. - Чÿк/ноябрь, 17.