Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

21.11.2019 11:39 | просмотров: 1232
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ Чăваш Республикин наци библиотекипе пĕрле чăваш литературин классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа çавра сĕтел ирттерчĕ. Тухса калаçакансем хушшинче В.Г. Родионов, Е.П. Михайлов, Г.Г. Ильина тата В.В. Никифорова ĕçтешсем, Н.Н. Осипов, Г.Л. Никифоров, Ю.Е. Анисимова вĕрентекенсем пулчĕç.  Çавра сĕтеле хутшăнакансем Çеçпĕл Мишши пултарлăхĕ пирки калаçрĕç, çĕнĕ шухăшсем каларĕç, паянхи чăваш литературин ыйтăвĕсене хускатрĕç. Поэтăн тепĕр çавра çулĕнче пысăк конференци иртересси пирки каларĕç.

Çавра сĕтел Наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче чÿк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртрĕ.

 

И.Ю. Кириллова

Фотографии