ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН КУЛЬТУРА КУНĔСЕМ - ПУШКĂРТСТАНРА

06.12.2019 11:07 | просмотров: 1115
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН КУЛЬТУРА КУНĔСЕМ - ПУШКĂРТСТАНРА

 

Декабрь уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине халалласа Пушкăртстанра Чăваш Республикин культура кунĕсем иртеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн Ĕпхÿ хулинчи Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче уяв мероприятийĕсен пуян программипе паллашма май пулĕ.

Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Культура кунĕсене уçнă чаплă уява Чăваш патшалăх академи ташăпа юрă ансамблĕ, Чăваш патшалăх филармонин коллективĕсем хутшăнĕç. 
Чăваш патшалăх академи ташăпа юрă ансамбльне Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Вăл - Пĕтĕм союзри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссен тата Чăваш Республикинчи К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Чăваш патшалăх академи  ташăпа юрă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи – РФ халăх артисчĕ Юрий Васильев. Чăваш патшалăх филармонинчи «Çавал» ансамбль XXII Хĕллехи Олимп вăййисенче тата РФ Патшалăх Думинче иртнĕ Чăваш Республикин кунĕсене уçнă чух Чăваш Ен культурипе паллаштарнă, Надежда Бабкинан Пĕтĕм Раççейри «Раççей юррисем» фестиваль-марафонне хутшăннă.
Чăваш халăх кĕввин чи пуян та илемлĕ, чуна пырса тивекен  тĕслĕхĕсемпе «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ тата «Nota «G» ташă ушкăнĕ паллаштарĕ. 
Декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕ чăваш литература классикĕн Федор Павловăн пьеси тăрăх «Ялта» спектакль кăтартĕ. Ф.Павловăн «Ялта» музыка драми малтанхи чăваш драматургийĕн чи лайăх произведенийĕ шутланать. Ăна халăхра паянхи кун та юратаççĕ. Вăл - чăваш халăхĕн пурнăçне тĕрлĕ енлĕ уçса паракан наци пьеси. Унта вăйăсем, вăйă картисем кăтартнă. Спектакле лартакан режиссер, сценограф тата костюмсен художникĕ – СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.

Билетсене оперăпа балет театрĕн кассинче туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(347)272-77-12. Республикăри ентешсене уяв кунĕсене çитсе курма йыхравлатпăр.

Надежда РОДИОНОВА.

Хыпар çăл куçĕ: "Урал сасси": ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН КУЛЬТУРА КУНĔСЕМ - ПУШКĂРТСТАНРА