Çтерлĕре Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ

06.12.2019 11:13 | просмотров: 178
Çтерлĕре Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. Çак ятпа Çтерлĕри 6№ библиотекăра чăвашсен Аслă поэтне асра тытса литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.

Уява библиотека заведующийĕ Валентина Зорина уçрĕ. Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕсем кăвар чĕреллĕ поэтăмăра асăнса унăн кун-çулĕнчи ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен каласа кăтартрĕç, вилĕмсĕр сăввисене вуларĕç. Аслă шкулта вăй хуракан Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева доцентсем Çеçпĕл Мишшин пархатарлă ĕçĕсене, вăл чăн-чăн патриот пулнине асăнса хăварчĕç. Геннадий Челпир сăвăç поэтăн халăхшăн тунă манăçми ĕçĕсене, А.П. Червякова поэтшăн чун юрри пулнине палăртса хăварчĕ, хăй çырнă сăвви-юррисемпе паллаштарчĕ. Уявра ЧНКА представителĕсем, çыравçăсем пулчĕç. «Савни» ансамбль (ертÿçи – О.А. Иванова) программăна илемлĕ юрăсемпе пуянлатрĕ. «Сеспель» кинокартинăн пĕр сыпăкне курни те вырăнлă пулчĕ. Литературăпа музыка каçĕ пултарулăх ăмăртăвĕсĕр те иртмерĕ, поэтăн пултарулăхне пĕтĕмлетме Л.А. Афанасьева доцент ятарласа ыйтусем хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕсене çитес вăхăтра дипломсемпе чыслĕç.


Лариса КОРОТАЕВА. 
Çтерлĕ хули.

Хыпар çăл куçĕ: "Урал сасси": КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ СĂВĂÇА АСРА ТЫТСА