Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» — 200 пин ытла куҫару

06.12.2019 11:21 | просмотров: 115
Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» — 200 пин ытла куҫару

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫеҫ «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 150 пинрен иртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ак халь тепӗр ҫитӗнӳ те пур — пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 200 пинрен иртрӗ. Хыпар ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак кӑтарту 200 514 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашатчӗ.

Асаилтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне ака уйӑхӗнче пуҫларӗ. Тӗп ӗҫ вырӑнӗнче — шӑп та лӑп чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене пухасси. Маларах ӗҫ ытла хӑвӑртах пымарӗ пулсан та хальхи вӑхӑтра лаборатори уйӑхсерен 30 пин ытла мӑшӑр хатӗрлет. Тепӗр май каласан, кунне корпус 1 пин ытла мӑшӑрпа пуянланать.

Корпуса хатӗрлекенсем: Николай Плотников (ертӳҫӗ, корпус сайтне йӗркелесе пыракан); Александр Антонов (машшин куҫарӑвӗ тӗлӗшпе ӑстаҫӑ); Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Алина Иванова (текстпа ӗҫлекенсем). Унсӑр пуҫне ытти ҫынсене те асӑнса хӑварма пулать — вӗсем тӗрлӗ енчен пулӑшу кӳнӗ. Лаборатори ӗҫӗ харпӑр ҫынсен укҫи-тенкипе йӗркеленсе пырать.

Ҫитес вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла машшин куҫарӑвӗн сайтне ӗҫлеттерсе ярас шухӑшлӑ. Вӑл альфа-верси шайӗнче ӗҫлӗ.

 

Хыпар çăл куçĕ: "Чăваш халăх сайчĕ": Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» — 200 пин ытла куҫару