Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕл пулнă

09.12.2019 09:56 | просмотров: 1047
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕл пулнă

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕл пулнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тата ытти ҫынсем хутшăннă.  

Фестивалĕн сакăр номинацийĕнче Чăваш Енĕн ҫамрăкĕсем тăваттăшĕнче ҫĕнтерӳҫĕ пулнă, пысăк хисепе тивĕҫнĕ, республика сумне ҫӳле ҫĕклеме пултарнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев яш-кĕрĕме мухтанă, пысăк çитĕнÿшĕн Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. «Эсир - пулас ăрăвăн тĕслĕхĕ. Сирĕнте Чăваш Ен, Раҫҫей мăнаҫлăхĕ», - тенĕ Михаил Васильевич.   

Тĕл пулура ҫамрăксем регион Пуҫлăхĕпе калаҫма, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма пултарнă. Яш-кĕрĕм республика Пуҫлăхне раштав уйăхĕн 9-12-мĕшĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче Раҫҫейри ҫамрăксен юхăмĕ ирттерекен театр фестивальне пырса курма йыхравланă.

Пĕрле пухăннă самантпа усă курса пуласлăхри тĕллевсене те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксене аталанса пыма республикăри патшалăх театрĕсенчен пĕринче тӳлевсĕрех пултаруллăха аталантарма, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме пӳлĕм уйăрса пама хатĕррине пĕлтернĕ. Министр çакăн пек вырăн нумаях пулмасть тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Ҫамрăксен театрĕнчене пулма пултарнине палăртнă. Çамрăк артистсене республикăри районсемпе хуласене ҫитсе халăха спектакльсем кăтартма ятарлă автобус парассине те пĕлтернĕ вăл. Республика Ертӳҫи хальхи вăхăтра ялти культура ҫурчĕсем хуларисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, хăш чухне лайăхрах та пулнине, кĕвĕ тата ытти хатĕрсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине асăннă.   

Тĕл пулăва хутшăннисем республика Пуҫлăхне мухтанă, Правительство культура аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Вĕсем «Театрлă Атăлçи» йышши проектсем питĕ пĕлтерĕшĕ пулнине асăннă. «Паян ҫакăн пек тĕл пулу йĕркелени пирĕншĕн питĕ кăмăллă. Хамăр ҫинче пĕлтерме пултартăмăр. Чăваш Ен пирки тата та ытларах ырăпа асăнаҫҫĕ. Пĕлсех тăратăп, пурсăмăра та ҫак проект пĕр чăмăра пухма пултарчĕ. Эпир ытти регионсенчи ҫамрăксемпе паллашрăмăр. Вĕсен паха ĕҫне курса килентĕмĕр. Пире пысăк балл лартни малашне тата та ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарса ячĕ», - тенĕ «Абрикосовый сад» театр ертӳҫи Антон Савельев.  

«Пурте савăнăҫлă. Проект ăнăҫлă пулса тухрĕ. Енчен те Атăлҫи федераци округĕнче ҫак проекта малашне те вăй илтерсе пырсан, пире тата та лайăх пулĕ. Чăваш Ен ҫамрăкĕсем хавхаланса, мăнаҫланса тăраҫҫĕ. Студентсем те, шкул ачисем те активлă пулнине пĕлсех тăратпăр, ҫакна эпир спектакль курнă чухне тепĕр хут ĕнентĕмĕр», - тенĕ Шупашкарти 4-мĕш лицейре ĕҫлекен студи ертӳҫи Руслан Медведев. Чулхулара раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чыслаҫҫĕ. Вăл мероприятине Раҫҫей Федерацийĕ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров та хутшăнасси паллă. Чи лайăх режиссерсем тата актерсем валли Мускава кайма, Раҫҫейри паллă спектакль ăстисемпе тĕл пулма тата вĕсен ăсталăхĕпе паллашма условисем йĕркелеҫҫĕ. Хисепе тивĕҫнисене хамăр регионта та сумлă чыслама тĕллев лартнă.   

Пĕлме: 

Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тӳрĕ эфирта пĕтĕмлетнĕ. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята  Пушкăртстанри коллектив тивĕçрĕ, "Чи лайăх студент театрĕ" ята - пирĕн "Абрикосовый сад". "Чи лайăх режиссер" -  Дмитрий Миронов (ЧПУ).  "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" -  пирĕн Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси"  -  Шупашкарти 4- мĕш лицейри Роза Коробова.

Фоторепортаж

 

Тĕплĕнрех: >>> Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

 

Çак хыпарăн вырăсла версийĕ: >>> ОФИЦИАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ ОРГАНОВ ВЛАСТИ ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ: Глава Чувашии Михаил Игнатьев поблагодарил победителей окружного фестиваля «Театральное Приволжье» за творческие достижения