Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил ИГНАТЬЕВ Çĕнĕ Ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани

31.12.2019 12:48 | просмотров: 1052
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил ИГНАТЬЕВ Çĕнĕ Ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнӗ 2020 Ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак ҫутӑ та пурте юратакан уявсем ырӑлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, пирӗн пурнӑҫа чун ӑшшипе тултараҫҫӗ, ҫӗнӗ шанӑҫ-ĕмӗт парнелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче пирӗнтен кашниех иртсе пыракан ҫулти савӑнӑҫлӑ пулӑмсене аса илет, тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетет, малашлӑхри тӗллевсене палӑртать.
2019 ҫул ансатах мар, анчах та тухӑҫлӑ пулчӗ. Паян эпӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннах ырми-канми ӗҫӗшӗн, тӑван тӑрӑха чунтан юратнӑшӑн тата унӑн ырлӑхӗшӗн мӗн пур вӑйран тӑрӑшнӑшӑн тав тӑвас тетӗп.
Эпир пӗрле промышленноҫпа ял хуҫалӑхне, наукӑпа вӗренӗве, культурӑпа спорта аталантартӑмӑр, ҫулсем хыврӑмӑр, садиксемпе шкулсем, больницӑсемпе культура ҫурчӗсем туса хута ятӑмӑр, картишсемпе общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатрӑмӑр, экологи ыйтӑвӗсене татса патӑмӑр. Эпир нумай ӗҫ турӑмӑр, ҫавна май хамӑр ҫитӗнӳсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланма пултаратпӑр.
Ҫывхарса килекен 2020 ҫул пирӗншӗн - уйрӑмах пӗлтерешлӗскер. Пӗтӗм Раҫҫейпе пӗрле эпир чаплӑ пулӑма - Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине - чыслӑн уявлатпӑр. Вӑл 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнипе тата ӑна сума суса пӗлтернӗ Раҫҫейри Астӑвӑмпа Мухтав ҫулталӑкӗпе пӗр килет.
Ҫак сумлӑ уявсене тивӗҫлӗ шайра паллӑ туни пире пурсӑмӑра та нихҫанхинчен тачӑрах пӗрлештерессине шанса тӑратӑп. 2020 ҫул ырӑ улшӑнусемпе телейлӗ самантсем илсе килтӗр, пире аталану ҫулӗпе малалла тухӑҫлӑн утма вӑй-хал кӳтӗр, пурнӑҫа кӑсӑк та паллӑ пулӑмсемпе пуянлаттӑр. Кашни ҫемьерех юрату, ҫураҫупа килӗшӳ хуҫаланччӑр тата унта ачасен хаваслӑ кулли янӑратӑр!
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳлле кӑмӑл-туйӑм, чун хавалӗпе иксӗлми вӑй-хал, ӑнӑҫу, ырлӑхпа телей сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!


Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ     Михаил ИГНАТЬЕВ.

 

Хыпар. 2019. Раштав/декабрь, 31, ытларикун. 149-150 (27582-27583) №№. С. 1.