Чăваш наци радиовĕн «Чăваш сăмахĕ» кăларăмĕ: Николай Золотницкие манăçа кăларас марччĕ

10.01.2020 19:02 | просмотров: 924
Чăваш наци радиовĕн «Чăваш сăмахĕ» кăларăмĕ: Николай Золотницкие манăçа кăларас марччĕ

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци радиовĕ хатĕрлесе пыракан «Чăваш сăмахĕ» кăларăм эфира тухрĕ . Унта пирĕн институтăн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕсем Виталий Родионовпа Геннадий Дегтярёв хутшăнчĕç. Тÿрĕ эфирти калаçу Николай Золотницкий тĕпчевçĕ тавра пычĕ (ку кăларăма тепĕр хут кăрлачăн 13-мĕшĕнче тата 14-мĕшĕнче каçхине итлеме пулать).

Н.И. Золотницкий – Урхас Кушкăри вырăс пупĕн ачи тата Василий Сбоев этнографăн тăванĕ − пĕчĕклех чăваш ачисемпе пуплесе ÿснĕ, вĕсен чĕлхине ăша хывнă. Каярахпа вара Хусан университетне вĕренсе пĕтернĕ, хăйĕн пурнăçне чăваш чĕлхипе çыхăнтарнă. Вăл вырăс мар халăхсен ачисене вĕрентес йĕркене – каярах «Ильминский системи» ятпа палăрнăскере – пуçарса янă. Хусан вĕренÿ округĕнчи (унта 6 кĕпĕрне кĕнĕ) чăваш шкулĕсен малтанхи инспекторĕ пулнă чухне ачасене тăван чĕлхепе вĕрентессине пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Николай Иванович чăваш халăхне çырулăх, букварь, календарь хатĕрлесе панă. Чăваш алфавитне ÿ саспаллие те вăлах кĕртнĕ. Золотницкин «Корневой чувашско-русский словарь» (1875) ĕçĕ пирĕн чĕлхен пĕрремĕш этимологи словарĕ тата чăваш пурнăçĕн пĕчĕк энциклопедийĕ пулса тăнă. Унăн чăваш чĕлхипе культурине тĕпчесе çырнă статйисем хăй пĕлтерĕшне халĕ те çухатман.